Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ĕçĕ-хĕлĕ пĕлтерĕшлĕ, ячĕ сумлă

Категория: Общество Опубликовано: 12.09.2025, 14:37 Просмотров: 85

Ĕçлекен çыншăн малти вырăнта мĕн пулмалла? Паллах, хăйĕн ĕçне юратни, ăна тулли кăмăлпа пурнăçлани. Халăхпа ĕçлеме тивет пулсан вара çакă чăннипех те татах та пĕлтерĕшлĕ. Ĕçĕ вара питĕ нумай пулнă май пĕтĕмпех туса ĕлкĕрмелле, яваплă пулнине пĕлсе тăмалла.

Республикăри патшалăх влаçĕн тата хамăр район историйĕ Ираида Ивановна Стекольщиковасăр тулли мар пулать темелле. Унăн пурнăç çулĕ вĕсемпе тачă çыхăннă. Пирĕн районта 20 çул ытла тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе палăрса тăнă, унăн аталанăвĕшĕн нумай тăрăшнă.

Вăрманлă, улăх-çаранлă, çăлкуçĕсемпе илемлĕ Муркаш районĕн Шомик ялĕнче 1945 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче çут тĕн-чене килнĕ вăл. Вĕсен авалхи ялĕ ĕçчен те пултаруллă çыннисемпе, пĕр-пĕрне пулăшассипе, ĕлĕкхи йăла-йĕркесене тытса пы-рассипе, юнашарах мăнаçлă Атăл шывĕпе палăрса тăрать.

Ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи çулсенчи нумай çыннăнни пекех çăмăлах пулман. Пĕлỹ илме ялти шкула çỹренĕ, аслă классенче вĕренме виçĕ çухрăмри Калайкассинчи вăтам шкула утнă.

Алла аттестат илнĕ хыççăн професси суйласа илес ыйту тухса тăрсан, вăл ача чухнех çуралнă ĕмĕтне пурнăçласа Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнă, математикăпа физика факультетне вĕренме кĕнĕ. Ашшĕ-амăшĕ учительсем пулнă. Иван Григорьевич математика, Вера Михайловна биологи вĕрентнĕ. Хăйĕн тĕллевĕ патне утнă май институтра пĕтĕм вăхăтне вĕренве уйăрнă. Тăрăшса вĕреннĕ май вулав пỹлĕмĕнче сехечĕ-сехечĕпе алăран кĕнеке, тетрадь вĕçертмен. Унăн вуланăçемĕн вулас, çĕнĕлĕх ытамне лекес, веçех пĕлес килнĕ. Çапла вара пысăклатнă, каярах Ленин стипендине тивĕçнĕ. Алла диплом ил-сен çамрăк учитель хăй вăтам пĕлỹ илнĕ Калайкасси шкулĕнче ĕçлеме тытăннă.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6