ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
2025 çул пуçланнăранпа Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ сусăр ачасен ашшĕ-амăшне 9 пин ытла хушма кану кунĕшĕн тỹленĕ.
Ĕçлекен ашшĕсемпе амăшĕсем, çавăн пекех опекунсемпе попечительсем, сусăр ачасене пăхса çитĕнтерекенсем, уйăхне хушма тỹлевлĕ 4 кану кунне тивĕçеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çак тĕллеве пурнăçлама 51,5 млн тенкĕ ытла куçарнă.
Ашшĕ-амăшĕ сусăр ачисемпе юнашар ытларах пулччăр тесе хушма кану кунĕсем параççĕ. Вĕсене кашни уйăхрах е 24 кун таран тăсăлма пултаракан отпуск евĕр те, çулталăкра пурĕ 48 хушма кану кунĕ илме пулать. Тỹлеве ашшĕ-амăшĕн вăтам ĕç укçи чухлĕ тỹлеççĕ. Заявление ĕç вырăнĕнчи кадрсен пайне памалла. Тỹлевлĕ кунсемшĕн ĕç паракан хăйĕн укçинчен тỹлет, çак суммăна Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ саплаштарать.
"Ĕçлекен ашшĕ-амăшĕнчен пĕри ĕçе вырнаçнипе вырнаçманнине пăхмасăр хушма кану кунĕсем илме пултарать. Ашшĕ те, амăшĕ те ĕçлеççĕ-тĕк, кану кунĕсене хăйсене кирлĕ пек пайлама пултараççĕ. Сăмахран, амăшĕ икĕ кун, ашшĕ - тепĕр иккĕ, пĕр датăсенчех, илме пултараççĕ. Анчах çакна асра тытмалла: çемьере темиçе сусăр ача пулсан та хушма кану кунĕсен шучĕ ỹсмест", - палăртать Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Валерий Николаев.
Çакна шута илмелле: ашшĕ-амăшĕ тỹлевсĕр отпускра е 3 çула çитиччен ачана пăхмалли отпускра пулсан, хушма кану кунĕсем пулмаççĕ.Çавăн пекех усă курман кану кунĕсене çитес çула куçарма юрамасть, çак кунсене аванспа та памаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕнчен (опекунсенчен, попечительсенчен) пĕри çав çул урăх ĕçе куçрĕ-тĕк, унăн малтанхи ĕç вырăнĕнчен справка илмелле. Унта çулталăк пуçланнăранпа ĕçрен кайиччен миçе хушма кану кунĕпе усă курнине палăртмалла.
Ыйтусем пур пулсан тĕплĕнрех специалистсемпе çак телефон номерĕпе: 8-800-100-00-01 çыхăнмалла.
Август 2026 |
