ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çак çырăва 83 çулти хĕрарăм хăйĕн тантăшĕ патне çырнă. Юлашки йĕрке - хаксăр! Пурнăç чăнлăхĕ!
"Хаклă Берта, эпĕ вуланăçемĕн вулатăп, тусан сахалтарах шăлатăп. Эпĕ пахчари çум курăк пирки пăшăрханас вырăнне кил картишĕнче киленсе ларатăп. Эпĕ çемьепе, юлташсемпе ытларах вăхăт ирттеретĕп, сахалрах ĕçлетĕп.
Май килнĕ таран пурнăçпа киленмелле, ăна чăтмалла мар. Халĕ эпĕ çакна ăнланса хаклама тытăнасшăн. Эпĕ текех хам çинче перекетлеместĕп. Хамăн фарфор чашăксемпе тата хрусталь сервизсемпе эпĕ кашни уйрăм ĕç валли усă куратăп.
Эпĕ пасара кайма хамăн чи илемлĕ тумтире тăхăнатăп. Ăнăçлă курăнсан укçаран уйрăлма мана çăмăлрах пулĕ тетĕп. Эпĕ хамăн юратнă духипе усă курма пысăк сăлтав кĕтместĕп. Ырă шăршăпа сапăнса эпĕ банка е поликлиникăна каятăп.
Эпĕ "хăçан та пулин" тата "çак кунсенче" текен сăмахсемпе урăх усă курмастăп. Мĕн те пулин курмалла, илтмелле е тумалла пулсан, манăн ăна халех курас, илтес, тăвас килет.
Ыран кунта пулас çуккине пĕлнĕ пулсан, ыттисем мĕн тăвĕччĕç-ши, пĕлместĕп. Вĕсем çемье членĕсене тата çывăх темиçе тусне чĕннĕ пулĕччĕç тесе шухăшлатăп. Тен, вĕсем такама шăнкăравласа иртнĕ сăмахсемшĕн, ĕçсемшĕн каçару ыйтнă пулĕччĕç. Вĕсем хăйсен юратнă апат-çимĕçĕпе сăйлакан лайăх ресторана кайĕччĕç пулĕ тетĕп. Эпĕ чухлатăп çеç. Эпĕ çакна нихăçан та пĕлейместĕп.
Çакă - эпĕ туса пĕтермен вак-тĕвек. Çывăх çыннăмсене вĕсем патне çитерес тенĕ пур пĕлтерĕшлĕ сăмаха та çырманшăн питĕ кулянăттăм. Упăшкапа атте-аннене эпĕ вĕсене мĕн тери юратнине сайра хутра çеç каланăшăн та питĕ пăшăрханатăп. Эпĕ хамăн пурнăçа кулăшпа телей хушма пултаракан япаласем çинче перекетлес мар, тăхтас мар тесе тăрăшатăп.
Кашни ир вара, куçа уçсан, хама хам çак кун уйрăм кун тесе калатăп. Кашни кун, кашни минут, кашни сывласа илни, чăнах та, парне. Тен, пурнăç эпир шаннă пек пулмарĕ. Анчах эпир кунта чухне ташлама пултаратпăр.
Эсир вара пуçĕпех малалла чупатăр-и?"
(Регина Шерцер)
Август 2026 |
