ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Августăн 18-мĕшĕнче Мучикасси ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ Варвара Алексеевна Орлова хăйĕн 95 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Çак ятпа вăл Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам Çырăвне тивĕçнĕ, хăнасенчен ăшă сăмахсем йышăннă.
Варвара Алексеевна хăйĕн кун-çулне ялхуçалăхĕпе çыхăнтарнă, ĕмĕрĕпех "Нива" ЯХПК-ра тăрăшнă. Шăпи çăмăл килмен пулин те, çак хĕрарăм тĕлĕнмелле çивĕч, пурнăç çине савăк кăмăлпа пăхать. Паянхи кун вăл çывăх çыннисен тимлĕхне тата юратăвне туйса пурăнать. Унăн пилĕк хĕр, çичĕ мăнук тата 13 кĕçĕн мăнук.
Варвара Алексеевнăна сумлă юбилейпе саламлама Тралькасси территори пайĕн тĕп специалисчĕ Галина Воронова тата Культура çурчĕн сотрудникĕсем пынă. Хăнасем палăртнă тăрăх, унăн çулĕсем ăслăлăха, çынсен хисепне кăтартаççĕ.
Кинемейĕн вăй-халĕ ан чактăр, сывлăхĕ çирĕп пултăр, кашни кун çывăх çыннисен çитĕнĕвĕсемпе савăнмалла пултăр.
Август 2026 |
