Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çуран утма кăмăллать

Категория: Общество Опубликовано: 22.08.2025, 10:31 Просмотров: 49

Халĕ вăл 72 çулта. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ çĕре юратнипе тата ĕçченлĕхĕпе çыхăннă. Вăл ĕмĕрĕн тăваттăмĕш пайне хăйĕн сывлăхне тимлĕх уйăрать ĕнтĕ, çанталăка пăхмасăр кунсерен 7-8 километра çуран утса парăнтарать, сальто туса тĕлĕнтерет, "Айхал" фольклор коллективне çỹрет. Çакăн пек ырă тĕслĕх кăтартать пурне те Атнарта пурăнакан Николай Прокопьевич Вазиков. Кун пирки Атнарти Культура çуртĕнче "Яркое лето Чувашии" проектпа килĕшỹллĕн иртнĕ тĕлпулура пĕлме май килнĕ.

Николай Прокопьевичăн çамрăклăхĕ те спортпа çыхăннă. Вăл çăмăл атлетикăпа тата кĕрешỹпе интересленнĕ, ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Паянхи кун та вăл спортăн чăн-чăн тусĕ пулни пысăк çемйишĕн тата юратнă пилĕк мăнукĕшĕн вăрăм ĕмĕр хастарлăхĕн тĕслĕхĕ пулса тăрать.

Николай Прокопьевичăн çемйине те палăртса хăвармасăр май çук. Вĕсем Раиса Николаевна мăшăрĕпе çур ĕмĕр алла-аллăн утаççĕ, сентябрьте ылтăн туйне паллă тăваççĕ. Мăшăрăн çирĕп пĕрлешĕвĕ чылайăшне хавхалантарать, мĕншĕн тесен çывăх çынсен пулăшăвĕ пурнăçа савăнăçпа тата ырлăхпа тултарать.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6