Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Хăвăра улталама ан парăр

Категория: Общество Опубликовано: 22.08.2025, 10:20 Просмотров: 46

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче пурăнакансем ултавçăсене 530 миллион ытла тенкĕ куçарса панă! Хăвăрăн укçăра çухатасшăн мар-и? "Ĕненместĕп" тесе калăр!

 "Ĕненместĕп" - телефон аферисчĕсенчен хỹтĕленмелли чи лайăх сăмах. Паллă мар çынсем шăнкăравлаççĕ пулсан, укçа çинчен калаçаççĕ-тĕк, укçа-тенкĕне "хăрушсăр счет" çине куçарма ỹкĕтлеççĕ пулсан - "Ĕненместĕп" тейĕр.

Паллă мар çăлкуçсенчен килекен нимĕнле информацие те ĕненместĕп темелле!

Ултавçăсем час-часах усă куракан схемăсене тата мĕн тумаллине астуса юлăр.

- "Банк сотрудникĕсем" е "полици ĕçченĕсем" пек курăнаççĕ те сирĕн ятпа кредит илни çинчен е кам та пулин сирĕн счетпа усă курма пултарни çинчен пĕлтереççĕ. Тỹрех банка шăнкăравлăр - хăвăрăн пластик карттин тепĕр енче вĕри лини номерĕ пур.

- Авари тунă тăванăн ячĕпе шăнкăравлаççĕ-и? Çывăх çынпа хăвăр пĕлекен телефон номерĕпе çыхăнăр.

- Биржăра çăмăллăн та хăвăрт хушма укçа ĕçлесе илме сĕнеççĕ-и? Ан килĕшĕр, унсăрăн сирĕн укçа аферистсене лекет!

- Сирĕн тавара илекенсем е "Авито" çинчи сутуçăсем тỹлеме ссылка яраççĕ-и е карттă даннăйĕсене, смсри кода ыйтаççĕ-и? Хушнине ан тăвăр _ вĕсем ултавçăсем!

Телефон аферисчĕсем - питĕ лайăх психологсем. Сире хăйсене мĕн кирлине тума хушас тесе, вĕсем яланах шăнкăравсемпе васкатма, хăратма, пăтраштарма, кансĕрлеме пултараççĕ.

Кирек мĕнле пулсан та "ĕненместĕп" тейĕр!

Палламан номерсене вуçех тытмасан тата лайăхрах! Ултавçăсенчен чеерех пулăр!

Чăваш Ен Финанс министерстви

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6