Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Нỹхрепе ансан инкек ан пултăр

Категория: Общество Опубликовано: 15.08.2025, 08:57 Просмотров: 44

Нỹхрепсене (путвалсене) çĕнĕ тухăçа упрамашкăн тасатса хатĕрленĕ чухне республикăра кашни çулах инкек-синкек сиксе тухать. Сăлтавĕ вара, акă, мĕнре: çулла хупă нỹхрепре наркăмăшлă газсем пухăнаççĕ, вĕсем кислорода хăваласа кăлараççĕ. Çапла майпа çын нỹхрепе ансанах, пĕрре сывласа илсенех, тăнне çухатать.

Акă, нумаях пулмасть, путвалсенче сиенлĕ наркăмăшпа анранă икĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Пĕринче инкеке лекнисене çăлса хăварма май килнĕ, тепринче вара ватă арçын пурнăçран уйрăлса кайнă, тата 6 çын, ăна çăлма хăтланнăскерсем, шар курнă, вĕсен шутĕнче - тăванĕсемпе кỹршисем. Васкавлă медицина пулăшăвĕн бригади вĕсене больницăна токсикологи уйрăмне илсе çитернĕ.

Çавăнпа Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерстви нỹхрепре ĕçленĕ чухне, инкек ан пултăр тесен, хăрушсăрлăх техникине çирĕп пăхăнма ыйтать. Нỹхрепе аниччен ăна малтан уçăлтармалла. Вăхăт иртсен унта углекислă газ пуррипе-çуккине тĕрĕслемелле: çурта çутса витрене лартмалла та çиппе кăкарса нỹхрепе антармалла. Çурта сỹнчĕ-тĕк унта анма тăхтăр. Нỹхрепри ĕçсене иккĕн пурнăçламалла: пĕри сăнаса тăтăр, кирлĕ-тĕк пулăшу патăр. Аяла анаканнин хăйне вĕренпе кăкармалла, вĕçне çỹлтин тытмалла - çапла майпа инкек сиксе тухсан пулăшма çăмăлрах.

Нỹхрепе аниччен ăна лайăх пăхмалла: ишĕлсе аннă вырăнсем çук-и? Кăмăл пăтранма, пуç çаврăнма пуçласан, тăрук вăй пĕтсен часрах нỹхрепрен тухмалла тата тухтăрсене чĕнмелле. Кусем - организм наркăмăшланнин паллисем.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6