ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
- Вĕреннĕ чухнех урăх ниçта кайма та шухăш пулман, яла таврăнас тесе çеç пурăнаттăм. "Океанри вĕтĕ пулă пуличчен пĕчĕк пĕвере пысăк пулă пулам", - тетĕп яланах. Тата ĕçлеме çеç ỹркенмелле мар, вара кирек ăçта та пурнăçа лайăх йĕркелеме пулать, - терĕ районти Культура çурчĕн балетмейстерĕ Наталья ХРАМОВА.
Кашни хускану - хăйне евĕр
Ку ĕçре вăл 1999 çултанпа тăрăшать. Наталья Ивановна халăх ташшин "Колибри" ансамбльне ертсе пырать. Мĕншĕн çакăн пек ят панă-ха ушкăна? Ĕçе вырнаçсанах Наталья Ивановна патне чи пĕчĕк ỹсĕмри ачасем çỹреме пуçланă. Колибри вара, пĕлетпĕр ĕнтĕ, тĕнчери чи пĕчĕк кайăк. Çавăнпа çак ята суйланă та.
- Вунтăхăр çулта çеçчĕ эпĕ ун чухне. Çав тери йывăр пулчĕ теместĕп, мĕншĕн тесен ют çĕре кайман вĕт-ха, тăван тăрăха таврăннă. Паллах, ман пирки иккĕленекенсем те пулнă-тăр. "Çамрăкскер, мĕн пĕлет вăл? Ачасене мĕн вĕрентеет?" - текеленĕ-ха ĕнтĕ. Тата балетмейстерсем нумай кăшкăраççĕ тенине илтме пулать. Кăшкăрни мар вăл, ĕç уйрăмлăхĕ, çакна ăнланманнисем тĕл пулатчĕç ун чухне, - аса илет 26 çул пĕр ĕçре тăрăшакан балетмейстер. Наталья Ивановна пĕчĕкскерсене ташă элеменчĕсене пĕрремĕш утăм тума вĕрентнĕ пек хăнăхтарнă. Пĕр-икĕ çултан вара аслă çулсенчисем те ун патне ташă ăсталăхне туптамашкăн çỹреме тытăннă.
- Çапах та 20 çул каялла ачасене вĕрентме ансатрахчĕ пек. Ун чухне интернет пулман, чăрмантаракан е тимлĕхе туртса илекен япаласем те сахалрахчĕ. Тата вĕрентекене хисеплесси пысăкрахчĕ. Халĕ кашниех тем тума та пултарать, алăри телефонпа интернета кĕрсе каять те хăй тĕллĕнех ташă хăнăхăвĕсем шыраса тупать. Анчах ыттисен хусканăвĕсене илни вăл тĕрĕсех мар. Эпир нихăçан та никамăнне те нимĕн те вăрламан, - терĕ Наталья Ивановна.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
