ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хаçатăн иртнĕ кăларăмĕнче эпир 2013 çултанпа районти тĕп больницăра тăрăшакан, çак хушăра пациентсен хисепне çĕнсе илме пултарнă Эльза Сидорова тухтăр пирки çырнăччĕ. Эльза Валерьевна пирки ырă та ăшă сăмахсем калакансем татах пурри савăнтарать, вăл чăнах та тухтăр пулмах çуралнине тепĕр хут çирĕплетсе парать.
Нина ЛАДАЙКИНА, Хĕрлĕ Чутай салин Комсомольски урамĕнче пурăнакан, 76 çулта:
- Эльза Валерьевна - питĕ ăшă та ырă кăмăллă тухтăр. Вăл пирĕн участок терапевчĕ. Мана вăл питĕ килĕшет, хальччен пациентсене сивĕ сăмах каланине илтмен. Ун пирки ырă сăмахсем каланине чылай çынран та илтнĕ эпĕ. Йы-шăнăва килнĕ пур çынна та пăхма вăхăт тупать, кану вăхăчĕ çитнине те пăхмасть, май пур таран пулăшать. Хутсем çине алă пустарма та хăех кайса килет, аслă ăру çыннисене уттармасть, чупсах çỹрет. Ытти участок терапевчĕ патне килнĕ çынсене те, енчен те вĕсен тухтăрĕ çав кун çук пулсан, пулăшу ыйтсан йышăнать. Ваттисене сума сăвать, çамрăксемпе те хăйне сăпайлă тытать.
Ялсене тухса çỹресен те медицина ĕçченĕсем ватă çынсем патне киле кĕрсе тухаççĕ. Пирĕн урама çитсен те Эльза Валерьевна яланах кĕрет, сывлăх пирки, юн пусăмне виçсех тăни-тăманни çинчен интересленет.
Вăл сĕннипех эпĕ коронавируспа чирленĕ хыççăн реабилитацине те кайса сиплентĕм. Кăçал та урасем ыратнă пирки Шупашкара грязелечебницăна кăнтăрлахи стационара выртма ячĕ.
Ваттисене сума сунăшăн Эльза Валерьевнана чунтанах тав сăмахĕ калатăп. Яланах çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ, паянхи пекех ăшă кăмăллă пултăр.
Август 2026 |
