Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Тĕп хуламăр 556 çул тултарать

Категория: Общество Опубликовано: 15.08.2025, 08:23 Просмотров: 50

Август уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче Мускав çыранĕ, Юрă уйĕ, Хĕрлĕ тỹрем Шупашкар хулин кунне уявламалли тĕм лапамсем пулĕç.

Августăн 16-мĕшĕнче

Юрă уйĕнче 12.00-22.00 сехетсенче çак мероприяти-сем иртĕç:

. "Хулапа шайлашуллă" - юрă-кĕвĕпе спорт мероприятийĕ.

. "Атăл çинчи йога" ирхи йога занятийĕсене кăмăлла-кансене кĕтет.

. "Патриотсен чупăвĕ" спорт тата çарпа патриотлăх ăмăртăвне 20 ытла команда хутшăнасси паллă.

. "Заливра - ГТО". "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" нормативĕсене пурнăçлас текенсем валли ятарлă лапамсем ĕçлĕç.

. САП-карнавал. Çанталăк лайăх тăрсан САП ăстисем хăйсен пултарулăхне кăтартĕç, ăсталăх класĕсем йĕркелĕç.

. "Отставник" ушкăн концерчĕ.

. Мускав çыранĕнче 16.00-22.00 сехетсене:

"Атăл çинчи телей" - авалхи хула чĕрĕлсе тăрать. Кунта иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенчи юрăсем янăрĕç, фонтан аслă ăру çыннисене ачалăха илсе кайĕ, совет саманинчи евĕрлĕ кафе ĕçлĕ, Совет Союзĕнчи ачасем вылянă вăйăсене выляма, ташăсене ташлама, юрăсене юрлама май пулĕ. Авалхи тумсене тăхăнса утма кăмăл тăвакансене chеboksary-daily.ru/schastye-na-volge сайтра регистрациленме сĕнеççĕ.

. Хĕрлĕ тỹремре 15.00-19.00 сехетсенче:

"Шупашкар çемйи" - çемье пултарулăхĕн фестивалĕ. Ашшĕ-амăшĕ, ачисем, кукашшĕ-кукамăшĕ, асламăшĕ-аслашшĕ пĕрле юрлĕç, ташлĕç, ăсталăх класĕсене хутшăнĕç.

19.00-22.00 сехетсенче:

Тĕп хулари пултарулăх коллективĕсен тата чăваш эстрада юрăçисен концерчĕ. Шупашкар урамĕсенче халăх юррисем те, хальхи кĕвĕсем те пĕр пек илемлĕ янăрĕç.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6