ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Мускаври "Сколково" управлени шкулĕнче Пĕтĕм Раççейри экспорта пулăшмалли инфратытăм конференцийĕ иртнĕ.
Унта 60 ытла регионти Экспорта пулăшакан центр ертỹçисем тата Раççей Федерацийĕнчи 26 субъектри 40 яхăн бизнес представителĕсем хутшăннă. Мероприятие "Тухăçлă тата конкурентлă экономика", "Çĕршывсен хушшинчи коопераци тата экспорт" наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн тĕнчери коопераци аталанăвне халалланă.
"Конференцин кун йĕркинче "Раççейре туса кăларнă" сертификатпа, бизнеса пулăшмалли мелсемпе çыхăннă ыйтусем тĕпре пулчĕç. Чăваш Енри компанисем ку механизмсемпе тахçанах усă кураççĕ. Креативлă индустрие пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Экспертсен шухăшĕпе, вăл пултарулăх секторĕнче шутланман компанисемшĕн те экспорт драйверĕ пулса тăма пултарать", - каласа кăтартрĕ Чăваш Республикин Экспорта пулăшакан центрĕн ертỹçи Артем Захаров.
Воронеж, Ленинград, Мускав, Новосибирск, Омск, Ростов, Смоленск облаçĕсен, Ставрополь тата Красноярск крайĕсен, Çурçĕр Осети - Алани тата Чăваш Республикисен представителĕсем хăйсен коопераци проекчĕсемпе паллаштарнă. Раççей экспорт центрĕн регион инфратытăмĕн аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен директорĕ Наталья Минаева палăртнă тăрăх, регионсен кооперацийĕ Раççей компанийĕсен экспортне вăйлатас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Вăйсене пĕрлештерни бизнеса пулăшакан тухăçлă механизм шутланать, пирĕн çĕршыври тавар туса кăларакансене ют çĕршывсенчи рынока кĕме майсем туса парать", - тенĕ вăл.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
