ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кăçал республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă "Чăваш Енĕн хаваслă çу кунĕсем" проекта пурнăçа кĕртнĕ май Мăн Этменти вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекенсем августăн 4-мĕшĕнче Березовкăри ватăсемпе инвалидсене стационарлă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăмра хăнара пулчĕç.
Ачасемпе пĕрле ватăсене пысăк стажлă педагог, сăвăç Александр Петрович Трофимов, районти "Савăнар-и!" ушкăн ертỹçи Валентина Петровна Немешкина, сăвăç-юрăç Зоя Сергеевна Спиридонова хăйсен сăвă-юррине тата лайăх кăмăл-туйăм парнелерĕç. Вĕсем хăйсен сăвă кĕнекисене асăнмалăх парнелесе те хăварчĕç.
Хăйсен пултарулăхĕпе кинемейсемпе мучисене 8-мĕш класс ачисем те (класс ертỹçи - Ольга Николаевна Михеева) савăнтарчĕç. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ Алексейпа Дарья Еремеевсем концерта ертсе пычĕç. Ачасем Юрий Васильевича, Зиновий Филаретовича тата Анатолий Михайлович Чемашкина Çуралнă кунпа саламларĕç, вĕсене халалласа илемлĕ сăвăсем вуларĕç, парнесем парса савăнтарчĕç. Ватăсем хăйсем те хастар пулчĕç, хăнасемпе пĕрле юрларĕç те ташларĕç.
Август 2026 |
