ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
2013 çултанпа районти тĕп больницăра Эльза Сидорова ĕçлет. Çак хушăра вăл хăйĕн ĕçĕпе тата ырă кăмăлĕпе пациентсен хисепне çĕнсе илме пултарнă.
Эльза Валерьевна Сидорова (Костякова) ашшĕ-амăшĕн çулĕпех кайнă. Валерий Кузьмичпа Светлана Алексеевна Костяковсем иккĕшĕ те аслă категориллĕ тухтăрсем. Ашшĕ - анестезиолог-реаниматолог, амăшĕ вара - ача-пăча тухтăрĕ. Иккĕшĕ те медицинăра - 40 çул ытла. Эльза Валерьевнăн медицинăри ĕç стажĕ - 17 çул.
Эльза 1984 çулта Çĕмĕрле хулинче çут тĕнчене килнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне медицина факультетне вĕренме кĕнĕ, унта "Сиплев ĕçĕ" специальноçе алла илнĕ. 2008 çулта республикăри клиника больницинче интернатура ирттернĕ, терапевт пулса тăнă. 2008-2011 çулсенче Эльза Валерьевна федераллă медицинăпа биологи агентствин Çĕнĕ Шупашкарти 29-мĕш номерлĕ медицинăпа санитари чаçĕнче терапевтра тăрăшнă. Ун хыççăн вăл 2011-2013 çулсенче республикăри тỹрленмелли медицина центрĕнче терапевтра ĕçленĕ. 2013-2022 çулсенче Эльза Сидорова районти тĕп больницăн поликлиникин заведующийĕнче вăй хунă. 2022 çултанпа вăл райбольницăра участокри терапевтра тăрăшать.
Палăртмалла, Эльза Валерьевнăн сăнне округри тĕп больницăн Хисеп хăми çинче те курма пулчĕ. Çакă тухтăр ĕçне пысăк хак панине çирĕплетет. Малашне те çаплах пултăр, пациентсем хисеплесси те ан чактăр.
Август 2026 |
