ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кашни çулах августăн иккĕмĕш шăматкунĕнче пирĕн çĕршывра Пĕтĕм Раççейри физкультурник кунне уявлаççĕ. Ку вăл, чăнах та, пĕтĕм халăх юратакан, ачаранах сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан, яланах çамрăк чун-чĕреллĕ çынсен уявĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх политики çĕршыври пур граждана та ачаранах сиенлĕ йăласăрах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентме, вĕсене яланах вăйлă та тĕллевлĕ пулма, пĕтĕм пурнăç тăршшĕнче физкультурăпа тата спортпа туслă пулма, хăйĕн Тăван çĕршывне тивĕçлĕн хỹтĕлеме яланах хатĕр пулма вĕрентес тĕллевлĕ. Палăртма кăмăллă, муниципаллă округăн физкультурăпа спортăн аталаннă инфратытăмĕ халăха сывлăхне çирĕплетме тата массăллă физкультурăпа туслă пулма спорт сооруженийĕсемпе усă курма май парать. Округра пурăнакансемпе хăнасем валли пирĕн бассейнлă "Хастар" спорт шкулĕ, 12 спорт залĕ, 48 спорт сооруженийĕ, тир тата "Чавал" патĕнчи сывлăха çирĕплетмелли хĕллехи центр пур.
2021 çулхи июль уйăхĕн 29-мĕшĕнче "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче хальхи вăхăтри искусственнăй сийлĕ футбол уйне тата тăватă йăрăмлă чупмалли çула хута янă. Çакă спортсменсен ăсталăхне ỹстерме, республикăри тата регионсем хушшинчи спорт ăмăртăвĕсене ирттерме хушма майсем туса парать. Паян муниципалитет округĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсен сакăр спорт залне пурне те юсаса пĕтерни тата ку кăтарту Чăваш Республикинче чи лайăххисенчен пĕри пулни савăнтарать. Паян пирĕн халăхăн сывлăхне çирĕплетме тата пултаруллă çамрăксенчен республикăн спорт резервне тухăçлă хатĕрлеме пур майсем те пур.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
