ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе иртекен "Тăнăç пурнăçа утăм" проектпа килĕшỹллĕн "Пулăшу десанчĕ" июлĕн 31-мĕшĕнче пирĕн округа çитрĕ.
Проект ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшу парас тĕллеве мала хурать.
Опытлă специалистсем - юристсем, социаллă службăсен, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн, "Защитники Отечества" фонд ĕçченĕсем тата тĕрлĕ патшалăх ведомствисен представителĕсем тăватă сехет хушшинче çар çыннисен 36 çемйине консультаци панă.
Проекта хутшăнакансен кашнийĕнех хăйĕн ыйтăвĕсем, йывăрлăхĕсем, пăшăрханăвĕсем пур, вĕсем пурте тĕплĕ хурав илнĕ. Çар служащийĕсемпе вĕсен çемье членĕсем специалистсемпе тĕл пулса саккун тĕлĕшĕнчен хỹтĕленессипе, кирлĕ документсем хатĕрлессипе тата профессиллĕ психологи пулăшăвĕ илессипе çыхăннă тĕп ыйтусене хăвăрт татса пама пултарнă.
Проект, пирĕн хỹтĕлевçĕсен тата вĕсен çывăх çыннисен хăрушсăрлăхĕпе ырлăхĕшĕн тăрăшас тĕллеве палăртса, патшалăх Тăван çĕршыва хỹтĕлекен çынсене епле тимлĕх уйăрнине уççăнах кăтартса панă.
Август 2026 |
