ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ачасене олимпиадăсене хутшăнма хатĕрленĕ республикăри 19 педагог Чăваш Ен Пуçлăхĕн 25 пин тенкĕрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран премийĕсене тивĕçнĕ.
Вĕсен шутĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Николаевна Васильева пулни савăнтарать. Шкул ачисен пĕтĕм тĕнчери олимпиадин призерне чăваш чĕлхипе тата литературипе хатĕрленĕшĕн Марина Николаевна 50 пин тенкĕпе танлашакан хавхалантарăва тивĕçнĕ. Ку унăн пĕрремĕш награди мар, педагога 2023 çулта та премипе хавхалантарнă.
Палăртмалла, Марина Николаевна Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче çуралса ỹснĕ. Аслă классенче Палтай шкулĕнче ăс пухнă. Унтан аслă пĕлỹ илме Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Алла диплом илсен Марина Николаевнана шăпа Хĕрлĕ Чутай районне илсе çитернĕ. Чи малтан вăл Туктамăшри шкулта ĕçленĕ. Чылай çул Марина Васильева Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекен ачасене ăс парать. 30 çул ытла ĕнтĕ вăл ачасене тăван чăваш чĕлхин илемне курма, унпа юратса калаçма вĕрентет, чăваш çыравçисемпе сăвăçсен произведенийĕсемпе паллаштарать.
Марина Николаевнăна саламлатпăр, малашне те ĕçре ăнăçу сунатпăр, вĕренекенсем малашне те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарса тăччăр!
Август 2026 |
