Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Сывлăх - чи хаклă пуянлăх

Категория: Общество Опубликовано: 08.08.2025, 09:55 Просмотров: 125

Чăваш Енри виçĕ больницăн оборудованине çĕнетме 94 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерствине 94,3 миллион тенкĕ хушма укçа парĕç. Ку хушăва Чăваш Ен Правительствин Председателĕ Сергей Артамонов алă пуснă.

Укçана çапла валеçеççĕ:

 куçса çỹрекен рентгенографа тата магнитпа резонанслă томографа юсама республикăри ача-пăча клиника больницине 42,7 млн тенкĕ уйăрĕç;

- республика клиника больници МРТ валли оборудование модерни-зацилеме 41,3 млн тенкĕ илĕ;

- республикăри кардиологи диспансерĕ валли пĕчĕк температурăллă плазмăллă стерилизатор туянма 10,3 млн тенкĕ уйăрĕç.

"Сывлăха упрама пулăшакан çĕнĕ технологисем" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, округсенчи больницăсем те хальхи йышши оборудованипе пуянланни савăнтарать. Акă, кăçал райбольница çĕнĕ маммограф туянчĕ.

Ăна иккĕмĕш хутри рентген кабинетĕнче вырнаçтарнă. Маммографи кабинечĕ пациентсене майăн 12-мĕшĕнче йышăнма тытăнчĕ. Вăл кашни кунах 12 сехетчен ĕçлет, унта икĕ врач тата виçĕ лаборант тăрăшаççĕ.

Округра пурăнакансемшĕн тĕп больницăрах маммограф пурри питĕ меллĕ. Хальччен маммографи тĕрĕслевĕ витĕр тухас тесен хĕрлĕчутайсен тĕп хуламăра е Етĕрнене каймаллаччĕ.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6