Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Чун витĕр тухнăран чуна хумхантарать

Категория: Общество Опубликовано: 01.08.2025, 15:37 Просмотров: 141

Нумаях пулмасть "Алран алла" ярăмри черетлĕ кăларăм пичетленсе тухрĕ. Хальхинче ăна паллă çыравçăн Николай Ишентейĕн повеçне тĕпе хурса "Пурлак кукаçи пуянлăхĕ" ят панă. Мĕнле пуянлăх пирки сăмах пынине çĕнĕ кĕнекене алла тытакансем хăйсемех вуласа пĕлĕç.

Мана вара, акă, мĕн шухăша ячĕ: чăвашăн пултаруллă çыравçисем, тĕпчевçисем, ỹнерçисем, ăсчахĕсем - нумайăшĕ - ялтан тухнă, çити-çитми пурнăçпа пурăнсах малалла туртăннă. Вĕренме май çукран мĕн чухлĕ çыннăн çутçанталăк панă таланчĕ уçăлса çитмесĕрех сỹннĕ пуль тата. "Пурлак кукаçи пуянлăхĕ" повеçри тĕп сăнара Хуммана илер-ха акă. Пĕчĕк шăллĕпе иккĕшне ама çури амăшĕ хĕл варринче килтен хăваласа кăларса ярать. Хуммана ахальтен пурлака ямасть автор. Каччă шутне те кĕрсе çитеймен ачан çити-çитми пурнăçне пурлак карапа сĕтĕрнĕ пек туртма тивет. Темле нуша витĕр тухсан та çутталла туртăнать вăл: баржа çинче пĕрле ĕçлекен Пачушков пулăшнипе вулама-çырма вĕренет, тăван юрра-кĕвве юратаканскер унранах шăпăр тăвас ăсталăха алла илет. Пачушковĕ хăй картинăсем ỹкерме те ăста иккен, халăх пултарулăхне те пухать. Пурнăçри тĕрĕсмарлăха хирĕç тăраканскер, чăн хушаматпа çỹреймест вăл (ун йышшисем патша саманинче мĕн чухлĕ пулнă пуль). Хăйĕн нумай енлĕ пултарулăхне аталантарма та май çук унăн, татăк çăкăршăн ăçта килчĕ, унта вырнаçса хырăмне тăрантарма тивет. Пурпĕрех пуçне усмасть вăл. Хуммашăн çак вăрттăн хушаматлă ỹнерçĕ малалла туртăнма хистекен тĕслĕх пулса тăрать. Хуммара чăвашăн хевти-хăвачĕ сисĕнет.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6