ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Нумаях пулмасть Мăн Этменти вăтам шкулта 50 çул каялла вĕренсе тухнисем тĕл пулнă.
Мероприятие, паллах, çулталăк маларах хатĕрленме пуçланă. Йĕркелỹçĕсен комитетне те йĕркеленĕ. Тăван шкул умĕнчи пĕрремĕш тĕлпулу кăмăл-туйăма хускатнă. Фойере выпускниксене шкул директорĕ салам сăмахĕсемпе кĕтсе илнĕ. Унтан истори учителĕ шкул тăрăх экскурси ирттернĕ. Çавăн пекех выпускниксем шкул музейĕнче пулса курнă, экспонатсемпе паллашнă. Акт залĕнче импровизациленĕ концерт иртнĕ. Унта 10 "Б" класс выпускникĕ Люба Чернова (Мучикасси ялĕ) тăван чĕлхепе икĕ юрă шăрантарнă, Василий Савинкин (Серенкасси ялĕ) хăй çырнă сăвăпа паллаштарнă. Истори класĕнче, малтанах хатĕрлесе хунă тестсемпе, выпускниксем вĕренекенсем пулса тĕрлĕ ыйтусем çине хуравланă. Чи пултарулли Уйпуçри Зоя Ульянова пулнă, вăл парнене те тивĕçнĕ. Шкул стадионĕ çинче те тĕрлĕ ăмăртусем иртнĕ. Кунта çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медальсемпе наградăланă. Уйпуç ялĕнче çуралса ỹснĕ Анатолий Удяков пĕр класрра вĕреннисен ячĕпе шкул директорне футбол мечĕкĕсем парнеленĕ. Мăн Этмен территори пайĕн начальникĕ Олег Николаев Уйпуç, Хăмаркка, Кив Ирчемес ялĕсенчи 10 "В" класра вĕреннисене ырăпа асăннă. Класс ертỹçи пулнă Вячеслав Порейкин тĕлпулăва çитеймен пулин те, выпускниксене дистанци мелĕпе саламланă.
Тĕлпулăва пухăннă выпускниксем малашне те пĕр-пĕринпе çыхăну ан татăлтăр тесе тепĕр пилĕк çултан каллех тĕл пулма калаçса татăлнă.
Август 2026 |
