ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çуллахи ăшă кунсем тăраççĕ. Çак тапхăрта ачасем чỹречерен ỹкнĕ тĕслĕхсем уйрăмах тĕл пулаççĕ. Тĕрĕссипе, пур тĕслĕхсенче те пĕчĕкскерсем хăй тĕллĕн чỹрече анине хăпарса каяççĕ, москит сетки çине таянаççĕ. Вăл вара ачан йывăрăшне чăтаймасть. Ашшĕ-амăшĕн чун тĕпренчĕкĕсене пĕр çеккунтлăха та тимлĕхсĕр хăварма юраманнине асра тытмалла. Чỹречесене, форточкăсене хупă тытмалла. Вĕсем çинче ятарлă çăра пулмалла. Чỹрече çывăхĕнче тĕрлĕ сĕтел-пукан пулни те вырăнсăр. Унпа усă курса ача çăмăллăнах чỹрече анине хăпарса кайма пултарать.
Ачасен хăрушсăрлăхĕ аслисен яваплăхĕнчен чылай килет. Килте пĕчĕк ачасем пур-тăк - чỹречесене уçă хăвармалла мар. Чỹрече çывăхĕнчи кравать çинче сиксе выляни те инкек патне çитерме пултарать. Çемьере аслă ачасем пур-тăк - вĕсене кĕçĕннисене асăрхаса тăма каласах тăмалла. Ача-пăча пỹлĕмĕсене тĕрлĕ аксессуарсемпе илемлетме тăрăшатпăр. Жалюзи, рулонлă шторăсем модăна кĕрсе кайрĕç. Вĕсем çинче тĕрлĕ вăчăрасем çакăнса тăма пултараççĕ. Пĕчĕкскерсем пуринпе те интересленме пикеннине шута илмелле. Унран çакланас хăрушлăх пысăк.
Июль уйăхĕнче кăна республикăра виçĕ ача суранланнă: талăк хушшинче икĕ шăпăрлан виççĕмĕш хутран, тепри çуртăн пусми çинчен ỹкнĕ.
Август 2026 |
