ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Районти аслăрах çынсем Роза Ивановна Мясникована, паллах, пурте пĕлеççĕ. Мĕншĕн тесен вăл совет влаçĕ вăхăтĕнче пирĕн Чутай районне ертсе пыракансен шутĕнче пулнă, ун хыççăн та яваплă ĕçсенче тăрăшнă, тăван ен аталанăвĕнче унăн тỹпи те сахал мар. Июлĕн 20-мĕшĕнче Роза Ивановна хăйĕн юбилейне паллă тăвать, çавăнпа ун çинчен ырă сăмахсем калас килет.
Роза Ивановна Журавлева (хĕр чухнехи хушамачĕ) Хватукасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ - Иван Дмитриевич, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ, мирлĕ вăхăтра ял Канашĕнче бухгалтерта ĕçленĕ. Амăшĕ колхоз бригадинче тăрăшнă. Ял-йышра вĕсем питĕ хисеплĕ çынсем пулнă. Икĕ ачи - Розăпа Володя - шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Пантьăк шкулĕнче сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Роза Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ. Володя вара Зеленодольск хулинче автомеханика техникумне пĕтернĕ, хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех Шупашкарта Чăваш телевиденийĕн автотранспорт паркĕн ертỹçинче ĕçленĕ. Пултарулăхне пула "Чăваш Республикин транспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕç пулнă. Шел пулин те, Владимир Иванович çамрăклах пурнăçран уйрăлса кайнă.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
