Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтересси малалла пырать

Категория: Общество Опубликовано: 18.07.2025, 15:29 Просмотров: 90

Ятарлă çар операцине хутшăнакансем тыл çирĕп пулнине, ентешсем пулăшу пама ялан хатĕррине пысăк хак параççĕ. Салтаксем вĕсене тĕрлĕ япаласемпе, апат-çимĕçпе, куллен кирлĕ предметсемпе тивĕçтерекен кашни çынна чунтан тав самахĕ калаççĕ.

Нумаях пулмасть пирĕн хỹтĕлевçĕсене черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ çитерсе панă. Салтаксем округ çыннисене хỹтĕлев тетелĕсем, типĕтнĕ пахча çимĕç тата ытти чылай кирлĕ япала пухса парса янăшăн, вырăна çитерсе панăшăн видео урлă тав тунă.

Хỹтĕлевçĕсем Владимир Крыцовпа Владимир Долгов уйрăм предпринимательсене уйрăммăн тав тунă. Вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе çыхăну тытсах тăраççĕ, кирлĕ хатĕр-хĕтĕре çийĕнчех ентешсем патне çитерсе параççĕ.

Çакна та каласа хăвармалла, "Красные Четаи Za Победу!" телеграм-каналта пĕлтернĕ тăрăх, нумаях пулмасть округри предпринимательсемпе ырă чун-чĕреллĕ çынсем укçан пулăшнипе хамăр округ салтакĕсем патне 147 пин тенкĕлĕх квадрокоптер тата ун çумне кирлĕ хатĕрсем парса янă.

Аякра юлар мар. Пирĕн хỹтĕлевçĕсене пулăшу яланах кирлине асра тытар, пулăшма тăрăшар!

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6