Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

55 çул утаççĕ пĕр çулпа

Категория: Общество Опубликовано: 11.07.2025, 13:42 Просмотров: 94

Ачкасси ялĕнче пурăнакан Валентина Николаевнăпа Юрий Осиповича шăпа пĕрлештернĕренпе темиçе теçетке çул та иртрĕ. Вĕсем алла-аллăн пĕрле 55 çул утăмлаççĕ. Çак тапхăрта савăнăçне те, йывăрлăхне те курнă, икĕ ачана - ывăлпа хĕре - кун çути парнелесе ура çине тăратнă. Халĕ вĕсен виçĕ мăнукпа пилĕк кĕçĕн мăнук пур.

Вĕсен историйĕ Шупашкарти трактор саппас пайĕсен заводĕнче пуçланнă. Унта Юрий Осипович транспорт цехĕнче вăй хунă. Валентина Николаевна вара механика цехĕнче тăрăшнă. Шăпах çавăнта пĕр-пĕринпе паллашнă та вĕсем.

Çамрăксен пĕрремĕш тĕлпулăвĕ романтикăллă пулнă: вĕсем Шупашкарти залив хĕрринчи "Тăван çĕршыв" кинотеатра кино курма кайнă. Кино "Амăшĕн юратăвĕ" ятлă пулнă.

Паянхи кун Яндайкинсемшĕн чи кирли - ачасем таса-сывă пулни, мăнуксем савăнни тата кĕçĕн мăнуксем йăл кулни.

"Пурнăç юратупа тата тимлĕхпе тулнă пулсан - ватлăх тата чир-чĕр пирки шухăшлама вăхăт та çук", - тет мăшăр.

Яндайкинсен çемйи - чылайăшĕшĕн тĕслĕх! Вĕсен кашни кунĕ пĕрремĕш тĕлпулăвăн асаилĕвĕ пек хĕвеллĕ пултăр, чĕрисенче ăшă туйăмсем хуçаланччăр!

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6