Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çынна ытлашши шанни укçасăр хăварать

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2025, 10:03 Просмотров: 94

Кăçалхи пилĕк уйăхра республикăра информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса 1575 преступлени тунă. Ултавçăсене шанса çынсем пурĕ пĕрле 446 миллион ытла тенкĕпе "сывпуллашнă". Республикăра пурăнакансем ытларах чухне "банк ĕçченĕсем" е "çыхăну операторĕсем" шăнкăравланипе, Интернетра тавар туянас е "савнипе" паллашас тесе, телефонсене е банк карттисене çухатса, валюта биржинче сутă туса, Интернет урлă укçа ĕçлесе илес тесе шар курнă. Июнь уйăхĕнче те улталанакансем чылай пулнă.

Акă, Шупашкара хăнана килнĕ Чукотка автономи округĕн çынни 1,5 миллион тенкĕсĕр тăрса юлнă. Хĕрарăма шăнкăравлакансем вăл унччен ĕçленĕ предприятире тĕрĕслев пулни, ун вăхăтĕнче вăл халĕ те унта ĕçленине çирĕплетекен суя документсем тупни çинчен пĕлтернĕ. Бюджетран ăна валли ĕç укçи уйăрнине кура тĕрĕслеве ФСБ ĕçченĕсем те хутшăннине каланă. Çавăн пекех палламан Украина çынни ун ячĕпе кредит илнĕ, ăна васкавлăн хупмасан хĕрарăма террористла организацисене спонсорла пулăшу кỹрекенсен шутне кĕртме пултараççĕ тесе хăратнă. Сехĕрленсе ỹкнĕ пенсионерка пуçтарса пынă мĕнпур укçине телефонпа пĕлтернĕ "хăрушлăхсăр" счет çине куçарнă. Хыççăн ун ячĕпе татах такам кредит илни çинчен пĕлтерсен хĕрарăм мăшăрĕнчен укçа ыйтнă. Лешĕ вара арăмĕ ултавçăсен аллине лекнине ăнкарса илнĕ.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6