ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Сывă пурнăç йĕрки сывлăха упраса хăварассипе, тĕрлĕ чир-чĕр профилактикипе тачă çыхăннă. Медицина епле аталансан та, вăл çынна пур чиртен те хăтăлма пулăшаймасть. Çын хăй хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă.
Тĕрлĕ транспорта пула çынсем сахалрах хускалу тăваççĕ. Çакă сывлăхшăн хăрушă, тĕрлĕ сăлтавсене пула çынсем вилесси 20 процент ỹсет. Сахал хускални самăрланасси патне çитерет, вăраха кайнă чирсем те аталанаççĕ.
Çирĕплетнĕ: хусканни - миокард инфаркчĕ, диабет, гипертони, инсульт пулассинчен хỹтĕлет. Ыйхă та лайăх килет. Шăмăсем йĕркене кĕреççĕ. Пурнăç пахалăхĕ те лайăхланать. Куна пĕр вырăнта ларса ирттермелле мар. Çакă ача кĕтекен хĕрарăмсене те, вăраха кайнă чирсемпе нушаланакансене те пырса тивет. Хускану туни, физкультура енчен активлăх пулни сывлăха çирĕплетме пулăшать. Кунне уçă сывлăшра пĕр сехетрен кая мар утни кăмăл-туйăма çĕклет, чĕрене, юн тымарĕсене, иммунитета çирĕплетет.
Çавăнпа та тренажер залне, бассейна çỹремелле, спорт уттипе утмалла е чупмалла. Майсем пур, "Хастар" спорт шкулĕ кашнинех хапăл туса йышăнать. Ун çумĕнчи стадион та спорт тусĕсене яланах кĕтет. Спорт залне çỹреме май пулмасан çуран утма тăрăшмалла. Аслă ỹсĕмрисен кунне сахалтан та 30-40 минут уçăлса çỹремелле. Сад-пахчара ĕçлени те сывлăхшăн лайăх. Ытларах хускану тăвăр, ан ỹркенĕр.
Август 2026 |
