ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ĕçпе пиçĕхсе, аслисене хисеплесе çитĕннĕ
Александр Петрович тата Елизавета Васильевна Поляковсем мĕн ачаран ялхуçалăх ĕçне чун хушнипе юратман пулсан çак çемье чăмăртанатчĕ-ши? Çемье пурнăçĕ çинчен калаçнă май манăн пĕрремĕш ыйту çакă пулчĕ. Ялта пурăнма кăмăллаканскерсене иккĕшне шăпа Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче тĕл пултарнă.
Александр Петрович хисеплĕ ĕç ветеранĕ, вăрçă ачи Туктамăш ялĕнче 1941 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕне, Петр Леонтьевича, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине малтанхи кунсенчех илсе кайнă. Вăл Мускава хỹтĕленĕ çĕре хутшăннă. Кайран вара Калуга хули çывăхĕнчи Прудки ятлă ял патĕнче хаяр çапăçура пуçне хунă. Паллах, салтакăн арăмне Дарья Андреевнăна çемьене тытса пыма, пилĕк ачине ура çине тăратма йывăр тивнĕ. Шкулта ăс пухнă чухне ашшĕсĕр ỹсекен арçын ача колхоз ĕçне хутшăннă, комбайнер пулăшуçи те пулнă. Вăл йывăрлăхсене пăхмасăр шкулта лайăх вĕренме тăрăшнă, учитель каланине тимлĕ итленĕ, уйрăмах физикăпа математикăна тĕплĕн шĕкĕлчеме пултарнă. Çавна май ялхуçалăх институтне те çăмăллăнах парăнтарнă.
Елизавета Васильевна 1945 çулхи январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Илменкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вĕсем ултă пĕртăван çитĕннĕ. Вăл чи кĕçĕнни пулнă. Ашшĕ-амăшĕ килти хуçалăхра вите тулли выльăх-чĕрлĕх усранă: икĕ-виçĕ ĕне, пăрусем, сурăхсем, сыснасем, кайăк-кĕшĕк. Ялта çитĕннĕ май, чылай ача пекех пĕчĕклех ашшĕ-амăшне пулăшнă, çуллахи вăхăтра хирте ĕçленĕ. Вăтам шкул пĕтернине палăртакан доку-мента алла илсен, çĕр ĕçне юратакан çамрăк хĕр малалла вĕренес ĕмĕтпе Шупашкарти ялхуçалăх институтне çул тытать, ăна ăнăçлă пĕтерет. Çапла вара мал ĕмĕтлĕ те пултаруллă çамрăксем диплом илсен иккĕшĕ те 1966 çулта хамăр района ĕçлеме килнĕ.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
