Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çурт-йĕр çĕкленет

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2025, 09:21 Просмотров: 188

Юлашки пилĕк çул хушшинче округ сăн-сăпачĕ самай улшăнчĕ. Центрта нумай хваттерлĕ çуртсем çĕкленеççĕ. 2021 çулта "3 № Стройтрест" компани 33 хваттерлĕ çурт çĕклерĕ. Иртнĕ çул та салари Çĕнĕ урамра нумай хваттерлĕ икĕ çурт çĕкленме пуçларĕ. Халĕ строительсем шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ, территорие хăтлăх кĕртес ĕç пырать. Ĕçсем Чăваш Республикин 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программи шайĕнче пурнăçланаççĕ.

Округ администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, яллă территорисен комплекслă аталанăвĕн федераллă программине хутшăнакансене кил-çуртпа тивĕçтересшĕн. Округра çамрăк специалистсем яла ĕçлеме юлччăр тесе пурнăç условийĕсене лайăхлатма, территорие хăтлăлатма тăрăшаççĕ. Салари Çĕнĕ урамра тепĕр çурт çĕклеме палăртнă. Çĕнĕ çуртсенче шăпах вĕсене валли 10 хваттер уйăрма палăртнă. Çавăн пекех тăлăх ачасене валли те хваттерсем пулĕç. Çакна та палăртмалла, Патшалăх пулăшнипе чылай çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатрĕ. 2020 çултанпа 54 тăлăх ача кил-çуртлă пулнă.

Çамрăк çемьесене те курăмлă пулăшу параççĕ. 82 çемье хăйсен кил-çурт условийĕсене лайăхлатма пултарнă. Вăл шутра - пилĕк тата ытларах ачаллă икĕ çемье. 81 çемье çĕр лаптăкне тивĕçнине палăртмалла.

Сăмах май, 2025 çулта республикăра "Пурнăç инфратытăмĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 818 пин тăваткал метр кил-çурт хута ярасшăн. Çулталăк планĕн çуррине ытла - 51,6 процентне - пурнăçланă. Палăртмалла, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2030 çул тĕлне çулсерен çурт-йĕр хута ярассине 1,15 миллион тăваткал метр таран ỹстерме тĕллев лартнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6