ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă "Сывлăх патне утăм" проектпа республикăра кашниех медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма пултарать.
Пĕрремĕш сывлăх пунк чĕ иртнĕ уйăхра, июнĕн 25-мĕшĕнче, округ администрацийĕн çурчĕ çывăхĕнче ĕçлерĕ. Çитес вăхăтра асăннă пункт округри ялсене çитĕ. Вăл çулла вĕçленичченех ял çыннисен сывлăхне тĕрĕслĕ.
Екатерина ВАЗИКОВА, райбольницăн тĕп тухтăрĕ:
- "Сывлăх патне утăм" проект вăхăтĕнче, июнĕн 25-мĕшĕнче, округра пурăнакан 246 çыннăн сывлăхне тĕрĕслерĕмĕр. Çынсем ытларах юн пусăмне тĕрĕслеттерчĕç, юн анализĕсене пачĕç. Округра пурăнакансен сывлăхне упраса хăварас тĕллевпе тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсемсĕр пуçне во-лонтерсем те ĕçлеççĕ. Ятарлă палаткăсенче кашнинчех терапевт, хирург, офтальмолог ĕçлет. Кунта юн пусăмне, кĕлетке йывăрăшне виçме пулать. Çавăн пекех медицина профилактикин кабинечĕн заведующийĕ Сывлăх шкулĕн занятийĕсене ирттерет. Куçса çỹрекен фельдшерпа акушер пунктĕнче юнăн пĕтĕмĕшле тата биохими анализĕсене пама пулать.
Июлĕн 5-мĕшĕнче проект Сорăм ялĕнче пурнăçланĕ. Çитес сиплев кунĕсем: июлĕн 7-мĕшĕнче Штанашра (Çамрăксен урамĕ, 16 çурт, 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен) тата июлĕн 13-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче (Придорожнăй урамĕ, 7-мĕш çурт, 7 сехетрен пуçласа 11 сехетчен, пасар территорийĕ), июлĕн 15-мĕшĕнче Сĕнтĕкçырминче (Ленин урамĕ, 6-мĕш çурт, 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен).
"Сывлăх патне утăм" проект пурнăçа кĕни ял-саласенче пурăнакансемшĕн самай меллĕ. Кунта ватти-вĕтти те сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарать.
Август 2026 |
