Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Амăшĕн мухтавĕн "Анне" палли

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2025, 09:16 Просмотров: 149

Июнĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев регионта пурăнакансене наградăласси пирки хушăва алă пуснă. Палăртма кăмăллă, наградăна тивĕçнисем хушшинче Трапайри Эльвира Платонова та пур.

. Чăваш Республикин амăшĕн мухтавĕн "Анне" паллине Трапай ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă Эльвира Вячеславовна Платонова тивĕçнĕ. Вĕсем Дмитрий Валентинович мăшăрĕпе пилĕк ачине воспитани параççĕ. Эльвира Вячеславовна округ администрацийĕн ялхуçалăх тата экологи пайĕнче ертсе пыракан эксперт специалистра 2017 çултанпа тимлет. Ĕçленĕ тапхăрта вăл хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă. Ĕçчен, тăрăшуллă, ĕçтешĕсем хушшинче хисепе тивĕçнĕ. Дмитрий Валентинович вахтăпа аякка ĕçлеме çỹрет, "НОВАТЭК-ЭНЕРГО" ТЯО-ра чылай çул тăрăшать. Аслисем, иккĕшĕ, Шупашкарта вĕренеççĕ, вăтамми Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пĕлỹ илет, кĕçĕннисем "Пилеш" ача садне çỹреççĕ. Çемье ĕçсĕр лармасть, сад-пахча пăхса тăрать, выльăх-чĕрлĕх усрать, пур ĕçе те пĕрле тăвать. Платоновсем ачисене те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Чун тĕпренчĕкĕсем вĕренỹре, спортра çитĕнỹсем тăваççĕ, олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ. Кĕçĕннисем те аслисенчен юлмаççĕ.

Эльвира Вячеславовна округра пурăнакан чылай çемьешĕн ырă тĕслĕх. Вăл - юратнă анне, савнă мăшăр, çемье вучахне упракан.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6