Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Юратупа шанчăклăхшăн

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2025, 09:15 Просмотров: 79

Июнĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев регионта пурăнакансене наградăласси пирки хушăва алă пуснă. Палăртма кăмăллă, наградăна тивĕçнисем хушшинче Штанашри Ухлиновсем те пур.

"Юратушăн тата шанчăклăхшăн" ордена Штанашра пурăнакан Нина Гордеевнăпа Геннадий Петрович Ухлиновсем тивĕçнĕ. Вĕсен çемйин пурнăç историйĕ çирĕп юратăвăн, пĕр-пĕрне пулăшнин, çамрăксене тĕрĕс воспитани панин тĕслĕхĕ пулса тăрать. Мăшăр пĕр-пĕринпе 51 çул ытла алла-аллăн утать, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ вĕсем мăнукĕсен çитĕнĕвĕсене курса савăнаççĕ.

Геннадий Петрович нумай ачаллă çемьере ỹснĕ. Асли пулнă май, салтак аттине тăхăниччен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçленĕ. 1965-1968 çулсенче вăл çар службинче тăнă, унтан Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен ăна районти "Маяк" колхоза тĕп инженерта ĕçлеме яраççĕ, унтан председателе суйлаççĕ. Унăн хисеп хучĕсем те чылай. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе ăна 2020 çулта "Чăваш автономине 100 çул" медальпе чысланă.

Нина Гордеевна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтне пĕтернĕ, Штанашри шкулта математика вĕрентнĕ. Кунта вăл 42 çул тăрăшнă. Хăй ĕçленĕ тапхăрта вăл шкул директорĕнче те вăй хунă. Паянхи кун вăл тивĕçлĕ канура, мăшăрĕпе кил-хуçалăх тытаççĕ. Ухлиновсен çемйи 2021 çулта "Юратушăн тата шанчăклăхшăн" медале тивĕçнине палăртмалла.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6