Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Салтак таврăнсан тỹрех хăна чĕнме ан васкăр

Категория: Общество Опубликовано: 27.06.2025, 10:51 Просмотров: 95

Ятарлă çар операцийĕнчен киле таврăнсан салтак пурнăçăн пач урăхла условийĕсене лекет. Лере, çапăçусем пынă вырăнта, пухнă çар опычĕ унăн тĕнчекурăмне кăна мар, тыткаларăшне те улăштарать. Вăл улшăннине епле йышăнмалла? Салтака мирлĕ пурнăçа хăнăхма епле пулăшмалла? Кун пирки медицина психологĕ Елена НИКОЛАЕВА каласа кăтартать.

- Мирлĕ пурнăçа таврăнсан боец пурнăçăн урăхла условийĕсене лекет. Тен, вăл хăйне обществăра кирлĕ мар пек туйĕ, ыттисемпе ăнланманлăх сиксе тухма пултарать. Салтак пурнăçра хăйĕн çĕнĕ вырăнне шырама тытăнĕ. Кун пек чухне çывăх çыннисемпе - мăшăрĕпе, ашшĕ-амăшĕпе, ачисемпе - мĕнле хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Салтаксен çар опычĕ тĕрлĕрен: пĕрисем çар машинипе çỹреççĕ, теприсем чаçсене кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ, виççĕмĕшĕсем çапăçусене хутшăнса вилĕмпе куçа-куçăн тăраççĕ. Тĕрлĕ опыта тĕрлĕрен чăтса ирттереççĕ. Çакна ăнланни пĕлтерĕшлĕ: арçын ятарлă çар операцине хутшăннă тапхăрта çемьери мĕнпур çын, вĕсен хушшинчи хутшăну улшăнать. Салтак киле таврăнсан малтанхи виçĕ куна шăв-шавсăр, хăнасене чĕнмесĕр ирттерме тăрăшăр. Унăн тавралăх сассине, порохсăр шăрша, урамра лăпкă утса çỹрекен çынсене, лапамра вылякан ачасене хăнăхмалла. Ăна канма, çăвăнса тасалма, лăпкăн апатланма, çывăрса тăранма май парăр. Çĕрле çини те - йĕркеллĕ пулăм.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6