Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Халăх сывлăхне упрассишĕн

Категория: Общество Опубликовано: 27.06.2025, 09:49 Просмотров: 156

Республикăра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе "Сывлăх патне утăм" проект вăй илчĕ. Унпа килĕшỹллĕн мĕнпур ял-хулара сывлăх пункчĕсем ĕçлĕç, кашниех тĕрĕслев витĕр тухса анализ пама, тухтăрпа канашлама пултарĕ. Проект Чăваш Енре пурăнакансене медицинăри хальхи йышши меслетсене туллин туйса илме, усă курма май парĕ. Меллĕ пултăр тесе эрнесерен халăх патне тухса çỹремелли график йĕркелеççĕ.

"Регионти пĕр ял та, хула та тимлĕхсĕр юлмĕ. Проекта хастар хутшăнса сывлăхпа пурăнар!" - палăртнă Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Июнĕн 25-мĕшĕнче пирĕн округра та "Сывлăх патне утăм" проект пурнăçа кĕчĕ. Тухтăрсенчен, медицина сестрисенчен тата волонтерсенчен тăракан ушкăн округра пурăнакан тĕрлĕ ỹсĕмри çынсен сывлăхне упраса хăварас тĕллевпе ĕçе пурнăçланă. Ятарлă палаткăра терапевтсемпе тĕрлĕ специалистсем - невролог, хирург, офтальмолог - ĕçленĕ. Вĕсем пациентсене тĕрĕсленĕ, консультаци панă, кирлĕ пулсан тулли тĕрĕслев ирттерме больницăна та янă.

Кунта çынсем куç ăшĕнчи пусăм виçине, артери пусăмне, çỹллĕшпе кĕлетке йывăрăшне виçме, хăйсен ỹт-пĕвĕн виçин индексне палăртма пултарнă. Медицина профилактикин кабинечĕн заведующийĕ Сывлăх шкулĕн занятийĕсене ирттернĕ. Куçса çỹрекен фельдшерпа аку-шер пунктĕнче юнăн пĕтĕмĕшле тата биохими анализĕсене пама, ВИЧ тестне тума, юнри холестеринпа сахăр шайне палăртма, çавăн пекех ЭКГ тума май килнĕ. Хĕрарăмсем валли тĕрĕслев пỹлĕмĕ те ĕçленĕ. Мероприятие йĕркелеме волонтерсем те хастар пулăшнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6