Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Малалла аталану çулĕпех утар

Категория: Общество Опубликовано: 20.06.2025, 15:43 Просмотров: 83

Чăваш автономийĕ кăçал 105 çул тултарать. Тин кăна 100 çулхи юбилейне кĕтсе илтĕмĕрччĕ. Пилĕк çул та хыçа юлчĕ. Çак хушăра пирĕн регионта пур отрасльте те чылай ырă улшăну пулчĕ. 2020-2025 çулсенче пирĕн тăван округăмăр та самаях илемленчĕ, хăтлăланчĕ. Çакă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пулăшнипе, регион ертỹçин пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртнипе пулса пынине палăртмалла.

Юлашки пилĕк çулхи хамăр округри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ пирки муниципаллă округ пуçлăхĕпе Иван Михопаровпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Иван Николаевич, юлашки пилĕк çул хушшинче пирĕн округ аталану çулĕпе утни куç кĕрет. Кун пирки кăçал февраль уйăхĕнче иртнĕ Правительство кунĕнче министрсем те палăртса хăварчĕç.

- Чăн та, 2020-2025 çулсенче пирĕн округ экономика тĕлĕшĕнчен самаях аталанчĕ, хăтлăланчĕ. Çакă савăнтарать. Правительство кунĕнче ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов пирĕн округ, ытти муниципалитетсемпе танлаштарсан, халăха социаллă пулăшу парассипе малтисен ретĕнче (100 процент) пулнине çирĕплетрĕ, тĕп капитала инвестици хывассипе çиччĕмĕш вырăн йышăнатпăр, вăтам ĕç укçипе, вак суту-илỹ çаврăнăшĕпе тата тавар туса илессипе - вăтаммисен шутĕнче.

Ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов округра ялхуçалăхĕнчи вăтам ĕç укçи пирĕн пысăкраххине, вăл 50335,2 тенкĕпе танлашнине, республикăра вара вăтамран 45574,7 тенкĕ шалу илнине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл 100 гектар пуçне эпир 182 т сĕт туса илме пултарнине (республикăра - 81 т) пĕлтерчĕ, пĕр ĕнерен сĕт илесси - 9347 кг (Чăваш Енре - 8011 кг), ялхуçалăх рентабельноçĕпе - 58,3 процент (регионта - 18,3 процент). Тупăш илессине те 100 процент пурнăçлама пултартăмăр. Сергей Геннадьевич 2024 çулта уйрăм хушма хуçалăхсене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме (самозанятость) явăçтарассипе те хĕрлĕчутайсем аван ĕçленине, ку кăтартупа республикăра пĕрремĕш (589 çын) пулнине каларĕ. Çулсерен округра ĕçлекенсен уйăхсерен паракан вăтам ĕç укçи тĕреклĕн ỹссе пыни савăнтарать. Çапла, 2020 çулта вăл 26 171 тенкĕ пулнă пулсан, 2024 çул тĕлне 46 пин те 78 тенке çитрĕ (ỹсĕм - 0 176 процент).

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6