Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çирĕп купăста ỹстеретпĕр

Категория: Общество Опубликовано: 06.06.2025, 11:52 Просмотров: 76

Купăста калчи çирĕп те илемлĕ çитĕнни тухăç лайăх пуласса шантармасть-ха. Пахча çимĕç хытă пуç çавăртăр тесен ăна çĕр çине куçарсан тĕрĕс пăхмалла.

Купăста лартнă чухне уйăх тулли пулсан лайăх. Йăрансене маларах хатĕрлесен те юрать. Калча лартмалли путăксене çĕрĕк тăпри хурсан аван. Çамрăкскерне тымар илме тĕрлĕ хурт-кăпшанкă ан чăрмантартăр тесен ятарлă хутăш сапмалла. Ăна хатĕрлеме 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ çăмарта хуппи, 1 апат кашăкĕ кĕл, 1 чей кашăкĕ суперфосфат, 1 чей кашăкĕ сарă пăрăç кирлĕ. Кун хыççăн марганцовка хушнă вĕри шыв сапмалла. Тăпра сивĕнсен калчана лартма юрать. Малтанхи тăватă кун купăстана куллен шăвармалла. Кайран виçĕ кунра пĕрре шăварсан та çителĕклĕ.

Çитĕннĕ май купăстана азот им-çамĕ кирлĕ. Çĕр çине куçарнă хыççăн 2 эрнерен апатлантарма юрать унпа. 10 литр шыва 1 апат кашăкĕ им-çам ямалла. Пуç çавăрма тытăнсан купăстана калипе фосфор кирлĕ, çавăнпа азотпа хăналанă хыççăн тата 2 эрнерен суперфосфат шывĕ сапмалла. Ăна хатĕрлеме 2 апат кашăкĕ им-çама вĕри шывра ирĕлтермелле. Тĕпне ларасран хушăран пăтратмалла. 10 литр шыва ярса ирĕлтермелле, 1 калча пуçне 1 литр шыв сапма юрать. Икĕ эрнере пĕр хутчен калча айне ĕне тислĕкĕ хурсан лайăх. Калипе апатлантарни те вырăнлă пулĕ.

Тĕрлĕ сăтăрçă тапăнасран кĕл сапни пулăшать. Купăстана тĕрлĕ хурт-кăпшанкă хăть те хăш самантра та тапăнма пултарать. Чи ăнăçсăр тапхăрсенчен пĕри - купăста пуç çавăрнă вăхăт. Ун чухне пахча çимĕçе сыхлама хими япалисемпе усă курма юрамасть. Эппин, хурт-кăпшанка пĕтерме халăх мелĕсене суйламалла. Ку тĕллевпе 10 литр шыва 2 апат кашăкĕ сарă пăрăç, 1 апат кашăкĕ шĕвĕ супăнь, 1 чей кашăкĕ çунтаракан хĕрлĕ пăрăç хушмалла.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6