Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Чыс та мухтав вĕсене

Категория: Общество Опубликовано: 06.06.2025, 11:38 Просмотров: 98

Каçхи апат çинĕ хыççăн пĕтĕм çемьепе кану пỹлĕмне пуçтарăнтăмăр. Кашни каç эпир çапла пĕрле. Пиччепе атте шашкăлла выляма тытăнчĕç, анне яланхи йăлапа ачасен тетрачĕсене тĕрĕслеме хăй умне купаласа хучĕ. Эпĕ алла кĕнеке тытса диван çине ват кукамай çумне меллĕн вырнаçса лартăм. Юрататăп ват кукамайпа юнашар пулма! Кашнинчех вăл мана хăй пурнăçĕнчи асра юлнă самантсене каласа парать. Пит çыпăçуллă тата лăпкă унăн калаçăвĕ. Хăй ĕмĕрĕнче тăватă класс кăна вĕреннĕ пулсан та пĕр-пĕр вĕреннĕ çынран та кая мар: ăслă, тарăн шухăшлă калаçать. Пурнăç вĕрентнĕ мана çакна тесе калама юратать вара ват кукамай, ылтăн кĕркунне тăхăр вунтăватă çул тултараканскер. Ак халь те ĕçсĕр лармасть ват кукамай. Тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен мунчала çыхать. Хура ĕçпе хытнă пỹрнисем хушшинче чĕнтĕр йĕппи вылянать кăна.

- Алă, пỹрнесем хытса ан ларччăр тесе аппаланатăп çапла. Кун пек ĕçлесен çĕрле те сурмаççĕ вĕсем, ыйхăсăр та асапланмастăп, мĕн те пулин усăлли турăм тесе лăпланса çывăратăп. Ку вара маншăн чун лăпланăвĕ кăна, куншăн эпĕ савăнатăп çеç. Сасартăк ват кукамай шăпланчĕ. Ун çине вăрттăн пăхса илтĕм те икĕ пит çăмарти тăрăх кĕмĕл куççуль майĕпен хăйĕн çулне тупса тута айккине юхнине асăрхарăм. Мĕншĕн иккенне пĕлетĕп эпĕ. Каллех вăрçă çулĕсем куç умне килсе тухрĕç ĕнтĕ...

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6