Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсем

Категория: Общество Опубликовано: 06.06.2025, 11:34 Просмотров: 106

2025 çулта Раççей Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, республика Çĕнтерỹ тата патриотизм çулталăкне паллă тăвать. Тăван çĕршыва хỹтĕлесси - кашни çыннăн сумлă та сăваплă тивĕçĕ. Паянхи кун унăн пĕлтерĕшĕ питĕ çивĕч.

Паянхи çăмăлах мар лару-тăрул-лă саманара кашнийĕн хăйĕн шăпи, тивĕçĕ. Украинăра ятарлă çар операцийĕ пырать. Çĕршыва пулăшу кирлĕ чухне пирĕн тăрăхра никам та айккинче тăрса юласшăн мар. Кашниех мĕнпе те пулсан, май çитнĕ таран ырă ĕç тума ăнтăлать. Сывлăх тата кăмăл енчен çирĕп каччăсемпе арçынсенчен нумайăшĕ вара салтаксен ретне кайма васкать. Вĕсем чăн-чăн паттăрсем, чăваш улăпĕсем, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем. Сăмах ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем пирки пырать. Тăшмансемпе чăваш халăхĕн ывăлĕсем те сахал мар çапăçаççĕ.

Пирĕн тăрăхри яшсем те ыттисем пекех тăван çĕршывшăн кар тăмашкăн яланах хатĕр. Çавăн пек маттурсенчен пĕри вăл Дмитрий Алякин. Дима Украина çĕрĕ çинче ятарлă çар операцин малтанхи кунĕсенченех тĕрĕсмарлăха хирĕç кĕрешет. Вăл яла çывăх тăванĕсене, ачисене курма килнĕччĕ.

Çак меллĕ самантпа усă курса пирĕн шкул ачисемпе тата хăйне вĕрентнĕ учительсемпе тĕлпулура пулчĕ. Ăна çитĕнекен ăрăвăн, пулас салтаксен тата ыттисен те патриотизм туйăмĕ ỹстĕр, Тăван çĕршыва юратма хăнăхтарас тесе йĕркелерĕç.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6