ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш Республикинче, "Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, регионти "Агропромышленность комплексĕн продукци экспорчĕ" проект пурнăçланасси малалла пулса пырать. Проект епле пурнăçланса пыни пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Канашăн иртнĕ ларăвĕнче ялхуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова каласа панă.
2025-2030 çулсем валли пăхса хунă наци проекчĕ АПК продукцийĕн экспорт калăпăшне, 2021 çулхипе танлаштарсан, сахалтан та 1,5 хут ỹстерме тĕллев лартнă. Çакă АПШ-н 73,2 млн долларĕпе танлашĕ. Тĕллеве пурнăçа кĕртме регионта экспорта пулăшмалли комплекслă тытăм йĕркеленĕ тата кирлĕ йышши инструментсем пăхса хунă.
Асăннă тапхăрта проекта пурнăçа кĕртме Чăваш Енре регион проекчĕн паспортне йĕркеленĕ, экспорт калăпăшне ỹстерме мероприятисене тата тĕрĕслев вырăнĕсене палăртнă.
2025 çулта Чăваш Ен предприятийĕсем халăхсем хушшинчи куравсене тата форумсене хастар хутшăнаççĕ: "ПРОДЭКСПО 2025", "Россия - Исламский Мир: KazanForum 2025". Çулталăк вĕçлениччен "Сделано в России" форума, WorldFood Moscow курава, Китайра, Индире тата Казахстанра иртекен ĕçлев миссийĕсене хутшăнма палăртса хунă.
2025 çулта планласа хунă АПК продукцийĕн экспорт калăпăшĕ АПШ-н 54,4 млн долларĕпе танлашать. Кăçалхи пилĕк уйăх хушшинче регионтан АПК-н продукцине 9,8 пин тонна экспортланă. Çакă çулталăк планĕн 30 ытла проценчĕпе пĕр килет. Тĕп экспорт позицийĕсем çаксем: кондитер изделийĕсем, чăх ашĕ, кофе тата чей хутăшĕсем, çу культурисем тата сухан (лук-севок). Продукци тĕнчери 30 çĕршыва ăсатăнать. Вĕсенчен чи пысăк импортерсем - Китай, Белорусси, Азербайджан, Таджикистан тата Узбекистан.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
