ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне Олег Николаев хăй тĕллĕн тăратнă кандидат пек хутшăнĕ. Кун пирки регион ертỹçи нумаях пулмасть пĕлтернĕ. Суйлав кăçал сентябрь уйăхĕнче иртĕ.
Олег Николаев март уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕпе Владимир Путинпа Мускавра тĕл пулсан Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне иккĕмĕш хут хутшăнас шухăшĕ пурри пирки каланăччĕ. Çĕршыв ертỹçи пуçарăва ун чухне ырларĕ, Олег Алексеевича ăнăçу сунчĕ.
Олег Николаев 2020 çулхи пекех суйлава хăйĕн кандидатне хăй тăратасси пирки пĕлтернĕ май малашлăх тĕллевĕсене те уçăмлатнă: "Вĕсем ансат: пуçланă ĕç-сене, пур енĕпе те лайăх кăтартусем тума май параканнисене, малалла тăсмалла". Пилĕк çул каяллахи суйлавра Николаевăн кандидатне "Справедливая Россия" тата "Единая Россия" партисем ырланăччĕ. Сăмах май, Олег Николаев - "Справедливая Россия" парти членĕ.
Суйлава парти кандидачĕ пек хутшăнманран, çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн, Олег Николаевăн суйлавçăсене алă пустармалла пулать. Ку - ансат ĕç-хĕл мар. Вăл ăнăçлă пуласси иккĕлентермест, мĕншĕн тесен çынсем халех кăсăкланма пуçланă. "Ăçта алă пустараççĕ?" - тенине час-часах илтме пулать.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕнче Олег Николаевпа пĕрле кам тупăшĕ? Хальлĕхе паллă мар-ха. Экспертсем палăртнă тăрăх, республикăра унпа танлашма пултаракан политик курăнмасть. Çапла майпа кăçалхи суйлавра пĕтĕмпе те икĕ ыйту кăна пулма пултарать: Николаев пилĕк çул каяллахи пек 75 процента яхăн сасă пухĕ-и? Иккĕмĕш вырăна кам йышăнĕ?
Август 2026 |
