ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
1 Ан туртăр. Никотин юн пусăмĕ ӳснипе ахаль те йывăрлăха лекнĕ юн тымарĕсене аркатать. Çакна пула сывлăх хавшать, инфарктпа инсульт хăрушлăхĕ ӳсет. Сиенлĕ йăларан вăхăтра хăтăлни чирсенчен хӳтĕленме пулăшĕ.1 Ан туртăр. Никотин юн пусăмĕ ӳснипе ахаль те йывăрлăха лекнĕ юн тымарĕсене аркатать. Çакна пула сывлăх хавшать, инфарктпа инсульт хăрушлăхĕ ӳсет. Сиенлĕ йăларан вăхăтра хăтăлни чирсенчен хӳтĕленме пулăшĕ.
2 Йăх туртăмĕ пирки ан манăр. Çывăх тăвансем гипертонипе аптранă е аптраççĕ пулсан çак чир сирĕнте пуçланас хăрушлăх темиçе хут ӳсет. Лару-тăрăва сигарет туртни, ытлашши виçе, сахал хускални уйрăмах çивĕчлетеççĕ.
3 Холестерин шайне тĕрĕслесех тăрăр. Артери гипертонийĕпе сиенлĕ холестерин ытлашши пулнипе аталанакан атеросклероз тачă çыхăннă. «Япăх» çусем юн тымарĕсен шал енне ларса тулаççĕ, юна хытарса чăмаккалантараççĕ. Çак тăхасем юна йĕркеллĕ куçма чăрмантараççĕ. Органсем - чĕре, пуç мими, урасем - кислородсăр касăхма тытăнаççĕ. Пĕр-пĕр самантра апатлану ытла та чакса каять е ытла та пысăк тăха татăлса органа хупласа хурать, вăл вара вилет. Гипертонипе чирлĕ пулсан ку тата хăвăртрах пулса пырать, унăн витĕмĕ те йывăртарах. Çавăнпа 40-рен иртсен çулталăкра пĕрре холестерин шайне палăртма юн анализĕ памалла, калориллĕ çуллă апатсем çимелле мар.
4 Кĕлетке виçипе тимлĕ пулăр. Ытлашши кило-грамсем пурри чĕрепе юн тымарĕсемшĕн йывăр. Çавăнпа юн пусăмĕ кăшт хăпарсан та начарланма тăрăшмалла.
5 Миçе çултине те асрах тытмалла. Хĕрарăмсем чĕре чирĕсемпе арçынсенчен сахалрах аптранине палăртаççĕ. Пĕр енчен ку çапла-ха. Вĕсене хĕрарăмсен гормонĕсем эстрогенсем хӳтĕлеççĕ. Анчах 45 çултан иртсен вĕсен виçи чакма пуçлать, менотăхтав тĕлне сахаллансах çитет, юн тымарĕсене пулăшайми пулать. Çавăнпа аслă ӳсĕмри хĕрарăмсем те чĕре чирĕсемпе час-часах нушаланаççĕ. Тата вĕсен чĕре чирĕсем хăвăртрах та аталанаççĕ, йывăртарах иртеççĕ. 60-65 çултисен юн пусăмне тата тăтăшрах тĕрĕслесе тăмалла.
Август 2026 |
