Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Аллерги чухне куç та шывланать

Категория: Общество Опубликовано: 30.05.2025, 11:31 Просмотров: 95

Аллерги чылай çынна нушалантарать. Ăна пула ачасемпе çул çитменнисем ытларах асап кураççĕ. Çитĕннисем хушшинче те аллергик сахал мар. Ку чир çинчен вĕсен мĕн пĕлмелле-ха?

Çутçанталăкра аллерген нумай. Чи анлă сарăлни - чечек тусанĕ. Вăл аллергетиксене çуркунне тата çулла нуша кăтартать, çавăнпа вĕсене кăнтăрла урамра нумай çỹреме хушмаççĕ. Тухас пулсан та хỹтĕлев маски тăхăнмалла. Тĕрлĕ хурт-кăпшанкă наркăмăшĕ те ачаш ỹтлĕ çынсене сиен кỹрет. Енчен те пĕр-пĕр кăпшанкă сăхрĕ е çыртрĕ-тĕк, çав вырăна сивĕ компресс хумалла.

Хăш-пĕр эмел те организма аптăратма пултарать. Тĕслĕхрен, пенициллин чи вăйлă аллерген шутланать. Çавăнпа пĕр-пĕр эмеле ĕçме пуçличчен тухтăрпа канашламалла. Хăш-пĕр апат-çимĕç те аллерги парать. Тĕслĕхрен, кăмпасем, хĕрлĕ çырласем, кăнтăртан илсе килнĕ çимĕçсем (апельсин, мандарин...), сĕт юр-варĕ, çăмарта, арахис... Килти хуçалăхра тытакан хими япалисем те япăх витĕм кỹреççĕ, çавăнпа вĕсемпе усă курма пуçличчен перчетке тата маска тăхăнмалла. Кушакпа йытă, лашапа сурăх аллерги кỹрекен чĕрчун йышне кĕреççĕ. Кăвакарнă япаласем те сывлăхшăн сиенлĕ.

Куç шывланни, каçхи ỹслĕк, сунаслани, ỹт кĕçĕтни - аллерги паллисем. Çак паллăсем пĕрмай нушалантараççĕ пулсан, тухтăр патне каймалла, аллерги пуррипе çуккине пĕлмелле. Вăхăтра сипленмесен астмăна тата ытти чире куçма пултарать. Аллергиксен çумра яланах эмел пулмалла.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6