Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Кĕтмен "хăнаран" хăтăлатпăр

Категория: Общество Опубликовано: 16.05.2025, 10:58 Просмотров: 34

Кашни пахчаçăн йывăрлăхĕ - çум курăкпа кĕрешесси. Çак кĕтмен "хăнасем" сад-пахча илемне пăсаççĕ, лартнă пахча çимĕçе вăй илме памаççĕ, çĕрти нỹрĕке туртса илеççĕ. Апла пулин те чăрмантаракан çум курăкпа ансат мелпе кĕрешме пулать иккен.

Вăрттăнлăхĕ - тăварта. Вăл кашни кил хуçин тĕпелĕнче пур. Çак хаклă мар ингредиент çум курăка тĕп тăвать. Тăвар шывĕ вĕсене шанма пулăшать. Ăна хатĕрлеме ансат: 1 витре шыва 1 стакан тăвар ямалла, лайăх пăтратмалла (тăвар ирĕлсе пĕтиччен). Асăннă хутăшпа каçа хирĕç усă курмалла, унпа çум курăка шăвармалла. Тепĕр ирхине вăл шанма пуçланине асăрхатăр. Паллах, правилăсене пăхăнмалла - ытти ỹсен-тăрансене тата тăпрана сиен кỹме пулать. Унпа культурăллă ỹсен-тăрансене шăварма юрамасть. Тăвар виçерен ытларах ярсан, тăпра тăварланса каять. Процедурăна типĕ çанталăкра тумалла.

Пахчаçăсем çак меслет тухăçлă ĕçленине калаççĕ. Тăвар шывĕ çутçанталăк гербицичĕ пек ĕçлет, тăван тавралăха тата çын сывлăхне сиен кỹмест. Çум курăка çумласа ывăнтăр-и? Сад-пахча илемне сыхласа хăварас тетĕр-и? Çак меслетпе усă курса пăхăр. Кăтарту сире самай тĕлĕнтерĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6