Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Аванс мĕншĕн пĕчĕк?

Категория: Общество Опубликовано: 30.05.2025, 09:39 Просмотров: 70

Май уйăхĕнче ĕçленĕшĕн панă аванса илсен нумайăшĕн, ахăртнех, кăмăл пăсăлчĕ. Мĕншĕн вăл ытти чухнехинчен пĕчĕкрех?

Çав вăхăтрах ку пулăмăн лайăх енĕ те пур: ĕç укçин юлнă пайĕ, июнь уйăхĕнче параканни, пысăкрах пулĕ. Мĕншĕн? Шут ĕçченĕсене тĕплĕнрех ăнлантарма сĕнтĕмĕр.

"Чи малтанах уçăмлатар-ха: шалу мĕнрен пуçтарăнать? - терĕ Вера Ананьева бухгалтер. - Саккунпа килĕшỹллĕн, вăл икĕ пайран тăрать. Уйăхăн пĕрремĕш пайĕнче - 1-15-мĕшĕсенче - ĕçленĕшĕн уйăх вĕçĕнче параканни аванс шутланать. Иккĕмĕш пайне тепĕр уйăх пуçламăшĕнче тỹлеççĕ. Юлашки çулсенче хушма тỹлевсĕр тата премисĕр оклад чухлĕ шалу илекенсен çак "пайсен" виçи пĕрешкел. Çакăн сăлтавĕ - 2023 çулхи улшăнусем. Икĕ çул каялла тупăш налукне авансран та, шалуран та тытма пуçланă. Маларахри çулсенче - уйăхра пĕрре. Çавăнпа ĕç укçин пĕр пайĕ тепринчен пĕчĕкрех пулнă".

Кăçалхи май уйăхĕнчи аванс пĕчĕкрех пулни вăрăма кайнă кану кунĕсемпе - 1-4-мĕшĕсем тата 8-11-мĕшĕсем - çыхăннă. Унччен предприяти ертỹçи аванс виçине, тĕслĕхрен, 20-30 процент шайĕнче çирĕплетме пултарнă. Хальхи вăхăтра вара аванса ĕçленĕ кунсене тĕпе хурса шутлаççĕ. Сăмахран, çын уйăхăн пĕрремĕш пайĕнче "больничный" е кану кунĕсем илнĕ-тĕк - аванс пĕчĕкрех пулать. Уяв кунĕсем лексен те çавăн пекех пулса тухать. Кăçалхи май уйăхĕн пĕрремĕш çурринче 7 кун кăна ĕçленĕ. Çавна май аванс виçине пĕчĕкрех шутласа панă. "Анчах та çакă уйăх шалăвĕ пĕчĕкрех пулассине пĕлтермест, - терĕ Вера Ананьева. - Ĕç кунĕсем сахалрах пулин те пĕтĕмĕшле тỹлев виçи улшăнмасть".

Сăмах май, ку калаçу пилĕк кунлă ĕç эрнипе тата икĕ кану кунĕпе вăй хуракансене пырса тивет. Экспертсем палăртнă тăрăх, икĕ кун канса иккĕ ĕçлекенсем май уйăхĕнче пысăкрах шалу илме пултараççĕ, мĕншĕн тесен кун пек йĕркепе тăрăшакансен ĕç кунĕсем уяв кунĕсене лекеççех. Саккунпа килĕшỹллĕн, уявра ĕçленĕшĕн икĕ хут пысăкрах виçепе тỹлемелле. Кун пек чухне специалист мĕнле кун йĕркипе вăй хуни пĕлтерĕшлĕ мар.

Валентина БАГАДЕРОВА

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6