ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тĕнчене кисретнĕренпе сакăр теçетке çул иртрĕ ĕнтĕ, анчах вăл хăварнă сурансем паянхи кун та манăçмаççĕ. Хаяр çулсем çĕршывăн, республикăн, кашни çемьен историйĕнче тарăн йĕр хăварчĕç. Паттăрсем çинчен пĕлсе тăни ỹсекен ăрăва вĕсенчен тĕслĕх илме, хăюллă та патвар пулма, Тăван çĕршывшăн кар тăма хистет. Çакна эпир вĕсем çырса пĕлтерекен шухăшсенчен туйса илетпĕр.
Нумаях пулмасть хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхĕ муниципалитет округĕн администрацийĕпе пĕрле сочиненисен конкурсне черетлĕ хут ирттерчĕ. Çакнашкал пултарулăх ăмăртăвне çулсеренех йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал ăна Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 80 çул çитнине, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне тата Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкне халалланă.
Конкурса Хĕрлĕ Чутай округне кĕрекен пур шкултан та сочиненисем ярса панă. Ачасем хăйсен ĕçĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсем çинчен те, ятарлă çар операцийĕнче тăшманпа кĕрешекен çывăх çыннисем çинчен те каласа кăтартнă. Хăшĕ-пĕри темăна анлăн çутатас тесе çемье архивĕпе уйрăмах тĕплĕн ĕçленĕ. Чи лайăх ĕçсен авторĕсене конкурс йĕркелỹçисем Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысланă. Унран та пысăкрах парне вара - Шупашкара экскурсие йыхравлани. Палăртмалла, конкурс çĕнте-рỹçисемпе пĕрле тĕрлĕ предмет олимпиадисенче мала тухнисем те çак пулăма хутшăннă.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
