Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ирхи сĕнỹсем

Категория: Общество Опубликовано: 23.05.2025, 15:31 Просмотров: 45

Сывлăх çирĕп пултăр тесен ăна валли куллен вăхăт уйăрмалла. Тĕрлĕ сĕнỹ-канаш чылай. Анчах та чи витĕмлисем - ирпе вăрансан пурнăçламаллисем.

Хальхинче сĕнекен канашсене пурнăçлама лимон, шыв, пыл тата водород перекиçĕ кирлĕ.

Кашни ир шăл тасататпăр эпир. Чĕлхе пирки те ман-малла мар. Унсăрăн тĕрлĕ бактери вар-хырăма лексе тĕрлĕ чир-чĕр пуçарма пултарать. Шăпах чĕлхе çинче бактери нумайран çăвартан ырă мар шăршă кĕрет те. Çăвар ăш-чикки пăсăласси те çакăнпах çыхăннă. Чĕлхене шăл щеткипе те, ятарлипе те тасатма юрать.

Тутлă ыйхăран вăрансан организма шыв кирлĕ. Вĕренĕ е ăшăтнăскере лимон татăкĕ (е сĕткенĕ) хушса пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçмелле. Шыв вар-хырăм ĕçне йĕркелет, организма апат çиме хатĕрлет, япала ылмашăвне лайăхлатать, пĕвере тасатать. Лимон сĕткенĕ вара микроэлементсемпе, В тата С ушкăнри витаминсемпе пуян.

Ирхи апат умĕн 10 минут маларах 1 чей кашăкĕ пыл çимелле. Вăл микроэлементсемпе тата витаминпа пуян. Унра вăй хушма, пуçа ĕçлеттерме пулăшакан фруктозăпа глюкоза нумай. Иммунитета та çирĕплетет.

Апат çинĕ хыççăн çăвара водород перекиçĕпе чỹхени шăлпа тунисемшĕн паха. Кариес аталанасран, çăвартан ырă мар шăршă кĕресрен пулăшать, шăлсене шуратать. Ку тĕллевпе 50 грамм вĕремен тăрă шыва 5-7 тумлам 3 процентлă хутăш ямалла.

Сĕнỹсем чăннипех те пулăшчăр тесен вĕсене куллен пурнăçламалла.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6