ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чылай çын артерири юн пусăмĕ хăпарнипе - гипертони чирĕпе - аптăрать. Ку чир инфарктпа инсульт патне илсе пырать. Çавна пулах çĕр чăмăрĕ çинче кашни улттăмĕш çын пурнăçран уйрăлать. Халăхра тăтăшах гипертони аслă ỹсĕмрисен чирĕ тенине илтме пулать. Юлашки çулсенче вăл палăрмаллах "çамрăкланчĕ".
Гипертони хăй хыççăн йывăр йĕр хăварнипе - инфарктпа инсульт пулнипе - уйрăмах хăрушă. Чир вăраха тăсăлни чĕре, пỹре ĕçĕ çине япăх витĕм, куç çинче йĕр хăварать. Гипертони чирĕпе çыхăннă çак йывăрлăхсем пациента инвалида кăлараççĕ е вилĕм патне илсе çитереççĕ.
Тухтăр патне пулăшу ыйтма пыракан çынсенчен хăшĕ-пĕри юн пусăмĕ пысăк чухне пуç ыратнине, çаврăннине, куç хуралса килнине пĕлтерет. Анчах та ку чир паллисем яланах кун пек пулмасан та пултараççĕ. Пациентсен 30-40 проценчĕ юн пусăмĕ хăпарнине те туймасть, вĕсене нимĕн те канăçсăрлантармасть. Çавăнпа вĕсем тухтăр патне те каймаççĕ. Çакă вара уйрăмах хăрушă. Юн пусăмĕ хăпарнине "шăппăн вĕлерекен" теççĕ. Мĕншĕн тесен вăл чылай çул чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне хавшатать. Çын хăйне лайăх туять, сипленмест, ун хыççăн вара кĕтмен-туман çĕртен инфаркт е инсульт пулса иртет. Енчен те сирĕн пĕрре те пулсан юн пусăмĕ ртуть юпипе 140\90 мм е çỹлерех те хăпарнă пулсан, ăна тĕрĕслесех тăмалла. Медицина пулăшăвĕ ыйтмалла, килте хăв тĕллĕн сипленме юрамасть.
Август 2026 |
