Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Никама та манман, нимĕн те манăçман

Категория: Общество Опубликовано: 16.05.2025, 14:19 Просмотров: 38

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа кăçал 80 çул çитрĕ. Çĕнтерỹ кунĕ - кашниншĕн чи аслă уяв. Хуть те миçе çул иртсен те эпир нихăçан та çак вăрçă чи хăрушши тата тискерри пулнине манмăпăр. Çĕнтерỹ кунĕ çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе чысне упрамаллине, ăна юратмаллине тата сыхламаллине тепĕр хут аса илтерет.

Кашни çемьере вăрçă хăйĕн хура йĕрне хăварнă. Районтан 8020 çын вăрçа тухса кайнă. Анчах та вĕсенчен 4306 ентешĕмĕр вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Паянхи куна районта пĕр вăрçă участникĕ çеç пурăнать. Ăна Клавдия Гавриловна Ижетникова тесе чĕнеççĕ, вăл Çĕн Атикасси ялĕнче пурăнать.

Пирĕн шкулта таврапĕлỹ музейĕ пур. Алăкран кĕрсенех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсен сарăхса кайнă сăнỹкерчĕкĕсем курăнса тăраççĕ. Стенд патĕнче хаяр тăшманпа кĕрешме хавхалантаракан çырусем, тылран килнисем упранаççĕ унта. Çак самантра çĕнтерỹçĕ салтаксем мана куçран ăшшăн та тинкерсе: "Пирĕн çинчен манса каяс çук сирĕн, мăнукăм..." - тенĕ евĕрех туйăнчĕ. Чунра ăшă, ырă пулса кайрĕ. Хама пархатарлă та çирĕп тымарлă йывăçăн çĕнĕ хунавĕ пек туйрăм. Паттăр салтаксем илтеççĕ пулсан эпĕ çирĕппĕнех çапла хуравланă пулăттăм: "Манас марччĕ сире нихăçан та. Йăхусем сирĕн пилĕк сыпăка çитрĕç". Унта хамăр тăрăхри фронтовик - учительсен кĕтесĕ те пур. Мана уйрăмах Петр Порфирьевич Пигильдин паттăрлăхĕ тĕлĕнтерчĕ те савăнтарчĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6