Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çĕнтерессе çирĕп шаннă, ĕненнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 16.05.2025, 13:57 Просмотров: 52

Вăрçă вăл - хăрушă та хаяр вăхăт, ун чухне çынсем чи йывăр тĕрĕслевсене тỹссе ирттернĕ, вĕсен хĕрхенỹсĕр тăшмана хи-рĕç кĕрешме пĕтĕм вăй-халне тăкма тивнĕ. Кашни ăру хăйĕн вăрçине курать. Паян Раççей халăхĕ çĕнĕ хăрушлăхпа кĕрешет, хăйĕн çĕрне, ирĕклĕхне, хаклăхĕсене хỹтĕлет.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи - пирĕн историн хăрушă та паттăрла страници. Арçынсемпе танах хаяр тăшмана тĕп тума хĕрарăмсем те алла пăшал тытса кар тăнă. Паян манăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Утаркасси ялĕнче пурăннă Вера Михайловна Петрова (Герасимова) çинчен каласа парас килет.

Вера Михайловна Петрова 1922 çулхи апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пантьăк ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă, пĕтĕм ачалăхне çĕршĕн, çемьешĕн тăрăшса ирттернĕ. Хватукассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкултан, 1940 çулта Етĕрнери педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Училищĕре вĕренме пуçланă пĕрремĕш кунранах вăл вĕрентесси унăн ĕçĕ пулассине ăнланса илнĕ. Ку професси кăна мар, ачаранах ăнтăлнă чĕре чĕнĕвĕ пулнă. Вера Михайловна ачасене юратнă, хăйĕн пĕлĕвĕпе ăсталăхне вĕсене пама ĕмĕтленнĕ.

Вĕренсе тухсан ăна Хĕрлĕ Чутайри сакăр çул вĕренмелли шкулта уроксем ирттерме шаннă. Вĕрентес ĕçре унăн меслечĕ хăйне евĕрлĕ пулнă - вăл занятисене интереслĕ те илĕртỹллĕ тума ăнтăлнă. Класра яланах туслăхпа хисеплĕх хуçаланнă. Унăн вĕренекенĕсем уроксене хаваспах пынă, мĕншĕн тесен кашни кун кăсăклă иртнĕ. Кунта вăл икĕ çул ĕçленĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6