ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çак кунсенче муниципаллă округ пуçлăхĕ Иван Михопаров пулас педагогпа - Хĕрлĕ Чутайри Елизавета Ягодкинапа - тĕл пулнă. Хĕр шкулчченхи педагог пĕлĕвне илнĕ, халĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче физкультура тата спорт факультетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет.
Тĕлпулура муниципалитетра квалификациллĕ педагогсем çитменни пирки те сăмах хускатнă, çамрăк специалистсене паракан пулăшусем пирки калаçнă, вăл шутра - кил-çуртпа тивĕçтересси те. Çавна май муниципаллă округ пуçлăхĕ Иван Михопаров Елизавета алла диплом илнĕ хыççăн тăван округа таврăнасса шаннине палăртнă.
Хĕр Хĕрлĕ Чутайра ỹснĕ, вырăнти шкула ăнăçлă пĕтернĕ, спортпа туслă пулнă, "Хастар" спорт шкулне, ишевçĕсен ушкăнне çỹренĕ. Шел те, ирех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă, усрав çемьере çитĕннĕ.
Тĕлпулу вĕçленнĕ май Елизаветăна кил-çурт туянма е ипотека кредитне тỹлесе татма сертификат панă. Çак парне хĕре чуна çывăх кил-çурт суйласа илме, çемье вучахне йĕркелеме пулăштăр.
Чăваш Ен Правительстви тата регион ертỹçи Олег Николаев ашшĕ-амăш хỹтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пулăшу пани, вĕсене тимлĕх уйăрни курăмлă.
Август 2026 |
