Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Мемориал хăмине çĕнетнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 16.05.2025, 09:53 Просмотров: 34

Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Логинов пурăннă кил-çурчĕ çине савăнăçлă лару-тăрура çĕнетнĕ мемориал хăми вырнаçтарнă.

Муниципаллă округ Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ паллă икĕ ентеше асрах тытать. Вĕсем - Ачкассинчи Иван Васильевич Индряков тата Упукушкăнчи Алексей Романович Логинов. Çĕнетнĕ хăма шучĕпе пирĕн паттăрсен иккĕмĕш астăвăм палли пулать.

Алексей Романович Логинов 1903 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче Упукушкăнче çуралнă. Вăрçă пуçланиччен милиционерта вăй хунă, каярахпа халăх судйинче службăра тăнă. Анчах та 1941 çул унăн шăпине тĕпрен улăштарнă: Хĕрлĕ çар ретне тăрса офицерсен курсне тухнă, çĕршывăн чăн-чăн хỹтĕлевçи пулма хатĕрленнĕ. Алексей Романович Брянск тата Тĕп фрончĕсенче иртнĕ хаяр çапăçусене хутшăнса хастарлăх кăтартнă, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне шеллемен. Шел те, 1943 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче Днепр патĕнче иртнĕ операцире ăна вилмеллех амантнă.

Унăн ячĕпе тăван ялăн пĕр урамне панă. 2019 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Шупашкарта Алексей Романович Логинова халалласа Шалти ĕçсен министерствин çурчĕ çывăхĕнче палăк уçнă. Палăк вырнаçнă урам та ун ятне илнĕ. Унта хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕх канашĕн пайташĕсем çулсерен ентеше пуç тайса чечексем хураççĕ.

Совет Союзĕн Геройĕн ывăлĕ Михаил та 17 çултах, 1942 çулта, ашшĕ пекех, Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кайнă, тинĕс пехотинецĕ пулнă. Шел те, вăл 1945 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче çар заданине пурнăçланă чухне паттăррăн вилнĕ.

Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Романович Логиновăн ячĕ нихăçан та манăçмĕ. Вăл историе яланлăхах çырăнса юлнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6