Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

"Астăвăм сачĕ" акцие хутшăнса

Категория: Общество Опубликовано: 16.05.2025, 09:44 Просмотров: 38

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Совет Союзӗн 27 миллиона яхӑн ҫынни вилнӗ. Вӗсен ячӗсене ӗмӗрлӗ-хе халӑх асӗнче хӑварас тесе Раҫҫейре кашни ҫулах "Астӑвӑм сачӗ" акци ирттереҫҫӗ. Чӑваш Ен кӑҫал та пархатарлӑ пуҫарӑва хастар хутшӑнчӗ. Регион ертӳҫи Олег Николаев та хӑй ятӗнчен йывӑҫсем лартрӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Совет Союзӗн 27 миллиона яхӑн ҫынни вилнӗ. Вӗсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе халӑх асӗнче хӑварас тесе Раҫҫейре кашни ҫулах "Астӑвӑм сачӗ" акци ирттереҫҫӗ. Чӑваш Ен кӑҫал та пархатарлӑ пуҫарӑва хастар хутшӑнчӗ. Регион ертӳҫи Олег Николаев та хӑй ятӗнчен йывӑҫсем лартрӗ. 

Пӗлтӗрӗшлӗ ӗҫ-пуҫ Куславкка тӑрӑхӗнче пулса иртрӗ. Куснар ялӗ ҫывӑхӗнчи Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансене асӑнса уҫнӑ мемориал комп-лексӗнчи митинга йышлӑн пухӑннӑ. Малтан Олег Николаев шкул ачисемпе Пӗтӗм Раҫҫейри акципе килӗшӳллӗн экскурси ирттерчӗ. Музейпа паллаштарнӑ май несӗлсен тылри паттӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартрӗ. "Астӑвӑм садне" те ҫывӑхри уйра чӗртрӗҫ. Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн ҫавраҫулне халалласа 80 хисеп евӗрлӗ чӗрсе тухнӑ суха кассисенче вун-вун ҫултан ҫирӗп хыр вӑрманӗ кашлӗ. Чи малтанах Республика Пуҫлӑхӗ Сталинградри ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче ҫӑлӑнса юлнӑ тирек йывӑҫӗнчен ӗрчетсе регионсене валеҫнӗ хунава лартрӗ. 3 пин ҫамрӑк хыр лартса хӑварас ӗҫе вара пысӑк йышпа хутшӑнчӗҫ. Вӑл шутра Правительство пайташӗсем, тӗрлӗ пӗрлешӳ хастарӗсем, шкул ачисем. 

Вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем йывӑҫ лартмалли йӗркене аса илтерсех тӑчӗҫ. Ку вырӑн хунавсене аталанма ӑнӑҫлӑ пулнине палӑртрӗҫ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6